Чул палăксене кам лартнă?

Кивĕ Саврăш ялăн масарĕ патĕнче чулран касса тунă юпаЭпĕ Аксу районне кĕрекен Кивĕ Саврăш ялĕ патĕнчен пĕрре мар иртсе кайнă. Çав ялăн масарĕ патĕнче чулран касса тунă икĕ чăваш юпи ларать. Анчах та вĕсем çине чăвашла мар, арабла çырнă.

Питĕ интереслĕ: çак юпасене камсем тата хăçан лартнă? Çак вырăнта ĕлĕк мĕн пулса иртнĕ? Кам ячĕпе лартнă çак юпасене? Мĕншĕн чăвашла мар, арабла çырнă?

Евгений ИЛЮХИН.
Çарăмсан районĕ, Кивĕ Шешкел ялĕ.

Редакцирен: Сирĕн ыйтăвăрсен хуравне Кивĕ Саврăш ялĕнче çуралса ÿснĕ Н.Я.Пильщиковăн «Легенды и были Саврушского края» кĕнекинчи «Надгробные камни Саврушского края» статьяра тупма пулать. Акă мĕн çырать унта автор:

«XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Ылтăн Уртан эмирĕсем хушшинче хирĕçÿсем пуçланнă. Тамерлан хăйĕн çĕрĕсем çинчех çаратса аркатса çÿрет. Тутар-монгол çарĕсем пĕрин хыççăн тепри пирĕн несĕлĕмĕрсен – пăлхар-чăвашсен – çĕрĕсене тустарнă. Вĕсене Тимĕрсем – Менгу-Тимĕр, Булат-Тимĕр, Уксах-Тимĕр… – ертсе пынă. Вĕсем хăйсен çулĕ çинчи ялсене тĕпĕ-йĕрĕпе аркатнă, çунтарса кĕллентернĕ, выльăх-чĕрлĕхе, хĕрарăмсемпе хĕрсене тарçă тума хăваласа кайнă.

Пăлхар тата сăвар паттăрĕсем тăшмана хирĕç тăнă, хăйсен ялĕсене-çĕрĕсене хÿтĕленĕ. Нумайăшĕ тан мар çапăçусенче пуçне хунă. Вĕсен тăхăмĕсем паттăрсен вил тăприйĕсем çине хисеп туса палăксем лартнă. Тăшмансем унта мĕн çырнине ан ăнланччăр тесе пирĕн несĕлсем палăксем çинче авалхи çыру паллисемпе усă курнă. Чулсем çинче мĕн çырнине нумай ăсчах вуласшăн тăрăшнă, анчах усси пулман. Çак чулсем айĕнче пăлхар-сăвар паттăрĕсем нумай-нумай ĕмĕр выртаççĕ ĕнтĕ. Çак тĕлтен сăвар-пăлхарсем иртнĕ чух вĕсене асăнмалли кун яланах асăнса тимĕр укçасем хурса хăвараççĕ. Çакă иртнĕ ĕмĕрсенче те çапла пулнă, пăлхарсемпе сăварсен хальхи тăхăмĕсем те çак йăлана манмаççĕ. Ку легенда çав вăхăтри пулăмсене сăнлаканнисенчен чи тĕрĕсси теес килет. Çакнашкал палăксем Кивĕ Саврăш ялĕ патĕнче тăваттă пулнă (иккĕшĕ сыхланса юлнă). Савгачево ялĕн Атлашкино енче пĕр палăк паян кунчченех пур; Саврăшпуçĕн кăнтăр енче авалхи масар вырăнĕнче виçĕ палăк пулнă (пĕри çеç сыхланса юлнă).

Вĕсене Р.Г.Фахрутдинов археолог 1960 – 1970 çулсенче тĕпченĕ, кайран «Археологические памятники волжско-камской Булгарии и ее территория» кĕнекере (Хусан, 1975) çырса кăтартнă. Чулсем çине çырнă чух куфически шрифтпа усă курнă, çырнин вăхăчĕ – XIV ĕмĕр. Нурлат – Чистай çулне тунă чух Кивĕ Саврăш патĕнчи тăватă чулран иккĕшне Аксу районĕн тавра пĕлÿ музейне куçарса кайнă. Çурри сыхланса юлнă чулăн пĕр енче çапла çырнă: «Суд Аллаха Всевышнего Великого, Якуба сына Юнуса (его) Исмагила (его) сына… 1372 года». Тепĕр палăк çинче çапларах йĕркесем: «Суд Аллаха Великого Всевышнего Асунта дочери Ялань – место погребения. Смерть произошла – летоисчисление 750 рабы II месяца 15 дня. Да будет Милость Аллаха над ней милостынею обширною. Смерть – это дверь, и каждый человек войдет в нее и каждый человек выйдет». Çак куçарусене КИЯЛИн аслă наука сотрудникĕ, филологи наукисен кандидачĕ Ф.С.Хакимзянов пурнăçланă.

Çак палăксем çинчен халăхра та сахал мар халап çÿрет. Вĕсенчен пĕрне 1936 çулта Кивĕ Саврăш ялĕнче М.И.Васюткин çырса илнĕ, вăл пăлхар патши вилни çинчен каласа парать: «Кивĕ Саврăш ялĕ патĕнче пысăк çул хĕрринче Чул палăк текен вырăн пур. Унта тăватă пысăк чул вырнаçтарнă. Вĕсем, ваттисем каланă тăрăх, çапларах майпа ку вырăна лекнĕ. Ĕлĕк-авал пăлхар патши пурăннă. Вăл пирĕн яла виçĕ лаша кÿлсе Çăварни чупма килнĕ. Ял тавра иккĕ çаврăннă патша. Виççĕмĕш хут çаврăнма пуçласан халь палăксем ларакан вырăнта çĕр çăтнă» (НА ЧНИИ, отд. I, т. 122, с. 495).

Ку халап юмаха аса илтерет пулин те çав вăхăтсене кăштах та пулин пирĕн куç умне кăларатех».

Пичете Вера АЛЕКСАНДРОВА хатĕрленĕ.
Л.Васикова сăнÿкерчĕкĕсем.
Сувар. — 2011 ç. — Нарăс, 18 (7 (893) №).

Тата вулăр