Авалхи Акатуй

Чăвашсем иртнĕ вăхăтра тытса пынă илемлĕ йăласем, уявсем халăхра чĕрĕлсе, вăйланса каялла таврăнаççĕ. Вĕсен шутĕнче Акатуй,Çимĕк, Çинçе /Питрав/, Çăварни, Сурхури тата ытти те. Эпир хальхинче Акатуй пирки чарăнса тăрăпăр. Акатуя пĕр вăхăтра Ĕçле юрă уявĕ тесе калатчĕç. Вăрçă умĕнхи çулсенче Куславкка енче, Аманик-Варасăр çывăхĕнчи Энĕш хĕрринче, ирттерекен Акатуя Чăваш Республикин пуçлăхĕсем самолетпа вĕçсе пыратчĕç. 1932 çулта тунă сăн ÿкерчĕкре Акатуй улăхне икĕ самолет, пырса ларнине куратпăр.

Ака хыççăнхи çурхи уявсене пур енче те хăйне май ирттернĕ, тĕрлĕ ятпа асăннă. Халăхра ытларах Акатуй, Акатуй уявĕ тени çирĕпленнĕ.

Акатуй сăмах — ака туса пĕтернине, çурхи ĕçсенчен ĕçкĕ-çикĕ йăлине туса уйрăлнине, ăмăртса-кĕрешсе, выляса-çĕнтерсе чăвашлăх тытăмне, çĕр ырлăхне вăйлатнине пĕлтерет. Ваттисем каланă тăрăх, çурхи акара ака пуç тырă акнă анана пĕтĕçтерет иккен.

Ага, ака, ак, акан — тĕрĕксен авалхи сăмахĕсем. Вĕсем уй-хире, ака-уя, сапăнакан юхăма, юхан шыва пĕлтереççĕ /Э. Мурзаев/. Çĕре сухаламалли хатĕре чăвашсем ака пуç, суха пуç, тутарсем сабан тесе калаççĕ. Сабан сăмах — йывăç турачĕ, плуг, ака пуç, ана тĕренне, ар тытăмне, суха пуç ăнланусене пĕлтерет.

Авал Акатуя ăçта, хăçан, мĕнле ирттернĕ?

Ăçта?

Шыв хĕрринчи улăхра, çаран çинче.

Вăрман хушшинчи уçланкăра.

Улăх варринче.

Суха туман, выльăх çÿрекен хирте.

Хăçан?

Тыр-пул акса пĕтерсен — халăхпа. Тырă акнă вăхăтра — çемьепе.

Халăхпа пуçтарăнса ирттерекен Акатуйне — уйăх тулнă эрнесенче кĕçнерни-вырсарни кунĕсенче.

Мĕнле?

Ун пирки кĕскен хуравлама май çук. Ял-ял пур çĕрте те хăйне майлă уявланă. Хăшĕсем çурхи уяв, çурхи вăйă, тапă, пуху, хĕр аки тесе каланă. Тĕллевĕ пĕрре: ваттисене /вилнисене/, çĕр ырлăхне асăнса, çут тĕнчерен ырă-лăпкă çанталăк ыйтса «учукне» — уй чÿкне — чÿкленĕ хыççăн тепĕр кунне /кунĕсене/ ял халăхĕ /тарăхни ялсенчи çынсем/, çамрăксем Акатуй улăхне, çаранне пуçтарăннă.

Акатуя йĕркелесе тытса пыраканĕсем камсем пулнă?

Йĕркине — ял старостисем, кашевуйсем.

Йăлине — ял ваттисем, ăрăмçă-мăчавăрсем, чÿкçĕ-кĕлмĕçсем.

Вăййине — иртнĕ уявра пулнă çамрăксем, паттăрсем, утамансем.

Акатуй, вăйă йĕркисем авалтанах пĕр пек пулнă, вĕсене халăх çултан-çул пĕлсе, вĕренсе тăнă.

Акатуй лапамĕнче — Акатуй юпи, кашти ларнă. Унăн хĕреслĕ турачĕ, кашти сине тăватă пит шăлли çакнă. Пит шăллисене пĕлтĕр качча кайса туй тунă арăмсем панă. Çитĕннине палăртас текен çамрăк паттăрсем юпа çине улăхса пит шăллине илсе анмалли вăйăра кĕрешнă. Пит шăллине илсе ансан ăна кăкăр урлă çакнă. Акатуйра лашасемпе ăмăртмалла чупнă. Е тата хĕр-упраç панă пит шăллине, юлан утçă вĕçтерсе çĕклесе пыраканскере, хуса çитсе, алла илсе мала тухмалла пулнă. Çĕнтерекен лаши /урхамахĕ/ çине, юлан утçă çине пит шăлли çакнă.

Кĕрешу паттăрĕсен таврашĕнче, пĕр-пĕринпе кĕрĕшмелле, тулли /пăрçа/ миххисене çĕклесе чупмалла, чăпăрккана туртса илсе шартлаттармалла, йывăр япалана /чула, икĕ пăтлă кире пуканне/ çĕклемелле, выртакан пĕренене, каска пуканне тăратса лартмалла ăмăртнă. Вырăн-вырăнпа урăхла вăйăсем те пулнă.

Çамрăксем хĕрачасене чуччу-карусельпе шавлăн ухлаттарса ярăнтарнă.

Çамрăксем катаччи тăранттасĕ çине ларса юрăсем шăрантарнă, Акатуй çаранĕ тавра юрла-юрла çаврăннă. Ял-ялсенчен пуçтарăннă халăх илсе килнĕ кучченеçсене, эрех-сăрана урапасем çине уçса лартнă. Хăйсен пĕлĕш-тăванĕпе пĕрле калаçа-калаçа хăналаннă. Купăспа шăпăрне те каланă, юрланă та, ташланă та.

Акатуйне мĕнле уçса хупнă?

Халăх Акатуй çаранне пуçтарăнсан Акатуй ертÿçисем Акатуй юпи умне тухнă. Ун умне йывăç чашăкпа чĕрĕ çăмарта, йăва-юсман, пĕр чашăк чăкăт, алтăр чĕреспе сăра лартнă. Кĕлмĕçсем кĕлĕ сăмахĕсене каланă. Çут çанталăкран — ырă кунсем, çĕр йышĕнчен — пулăхлă тыр-пул ÿстерме, çÿлти Турăран ырлăх-сывлăх, йĕркеллĕ пурнăç ыйтсан çăмартасене çĕр çине хывса тăватă еннелле кустарсан, персе е ывăтса пăрахсан çĕр, ака-уй амалантăр, ака туйĕ чипер ирттĕр тесе уява уçнă. Çак вăхăтра е кайран «Алран кайми аки-сухи» юрра юрланă. Каç енне кайсан е кăнтăрла иртсен юпа умне лартнă кучченеçсене кÿлнĕ лав çине хурса кăçал авланнă çамрăксем /вĕсене пĕрер вата е ăрăмçă ертсе пынă/ акнă ана çине кайса пăрахнă е чавса хунă. Ани пĕтĕлентĕр, тырă çăмарта пек тулли пултăр тесе каланă. Ун хыççăн Акатуй çаранĕ çине таврăннă. Каç енне ватăраххисем ялсене саланнă. Çамрăксем васкаман-ха. Вĕсем юрланă, ташланă, вăйăсем вылянă. Вут хывса вучах чĕртнĕ, ун умĕнче карталанса йăла юррисене юрланă. Çунса таракан çулăмлă вучах урлă сикнĕ. Е ку йĕркене Акатуй вĕçленнĕ кун ирттернĕ.

Çамрăксен уявĕсем вырсарни кунчченех тăсăлма пултарнă.

Уява пăтă, çăмарта пĕçерсе, аш ăшаласа çисе вĕçленĕ.

Акатуйра çĕнтернĕ паттăрсене çитес Акатуйччен ятран асăнса хисепленĕ. Уяв иртсен çарана юлнă япаласенчен пуçтарса тасатнă. Унта утă ÿстернĕ.

Çапларах йĕркесемпе пурăннă пирĕн ватăсем. Татах ас тутаратăп: пур вырăнта та уява, Акатуя пĕр пек йĕркепе пурнăçласа пынă. Çав вăхăтрах пур çĕрте те хăй майлăхĕ пулнă.

Çамрăксем çак кун авланнă, хĕрсене вăрланă.

Тахçан авал шывпа çĕре авлантарнă йĕрке пулни çинчен те çырса хăварни пур. Эсир те шырăр, ытти кĕнекесене те вулăр.

Халĕ ирттерекен çурхи ака уявне, Акатуя мĕнле йĕркелесе пымалла?

Ман шутпа, вырăнне кура, вăйне пăхса асаттесен чылай ырă йăлине хăвармалла: ваттисене, çĕр ырлăхĕсене асăнассине, ана çине чĕрĕ çăмарта хывассине, ака пуçне /тен, трактора, плуга ака çеремне пырса лартассине/ йăлара тытмалла.

Акатуйне «Алран кайми аки-сухи» юрăпа уçмалла, унпах вĕçлемелле.

Çĕр ĕçченĕсене, паттăрĕсене пурлăхне кура сумлă парнесемпе чысламалла. Тен, трактор е ял хуçалăхăн ытти машинине парнелемелле.

Çĕр ĕçченĕн, Акатуй паттăрĕсен сăнĕсене районти, республикăри хаçатсенче пичетлемелле. Ытти йĕркисене вырăнти йăласене кура ирттермелле. Тĕллевĕ — пур халăхпа килĕштерсе пурăнасси, тыр-пул ÿстерсе илесси, ял-йышпа, çемьепе ырă курасси. Авал та çаплах пулнă, халĕ те çаплах пултăр.

Микихвер Мăчавăр
Хыпар
. — 2007. — Утă, 17.
Çăлкуçhttp://chuvash.org/e/d090d0b2d0b0d0bbd185d0b820d090d0bad0b0d182d183d0b9

 

Разделы: