Чӑвашсем иртнӗ вӑхӑтра тытса пынӑ илемлӗ йӑласем, уявсем халӑхра чӗрӗлсе, вӑйланса каялла таврӑнаҫҫӗ. Вӗсен шутӗнче Акатуй,Ҫимӗк, Ҫинҫе /Питрав/, Ҫӑварни, Сурхури тата ытти те. Эпир хальхинче Акатуй пирки чарӑнса тӑрӑпӑр. Акатуя пӗр вӑхӑтра Ӗҫле юрӑ уявӗ тесе калатчӗҫ. Вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче Куславкка енче, Аманик-Варасӑр ҫывӑхӗнчи Энӗш хӗрринче, ирттерекен Акатуя Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗсем самолетпа вӗҫсе пыратчӗҫ. 1932 ҫулта тунӑ сӑн ӳкерчӗкре Акатуй улӑхне икӗ самолет, пырса ларнине куратпӑр.