Ҫак ыйтӑва кашни ҫур ҫуллӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗнӗ вулакансем параҫҫӗ.
Сӑвар (вырӑсла - Сувар) текен хула хальхи Спас тата Элкел районӗсен чиккинче, Кузнечиха ял тӗлӗнче Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ. Тата ӗлӗкрех сӑвар йӑхӗсем хальхи Дагестан территорийӗнче пурӑннӑ. VII ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче сӑварсен ытларах пайӗ Вӑтам Атӑл ҫӗрӗ ҫине куҫать, вӗсем пӑлхар йӑхӗсемпе юнашар, Утка тата Кӗҫӗн Ҫарӑмсан юханшывӗсен тӑрӑхӗнче тулӑх ҫӗрсене йышӑнаҫҫӗ. Пӑлхарсемпе сӑварсем чылай вӑхӑт хушши Хазар каганатне куланай тӳлесе тӑнӑ. Х ӗмӗрте вӗсем пусмӑртан хӑтӑлас тесе пӗр патшалӑха – Атӑлҫи Пӑлхар – пӗрлешеҫҫӗ. Чӑмӑртакан ҫулпуҫ Алмуш патша пулса тӑрать. Историксем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӑлхарсемпе сӑварсем чӑваш халӑхӗн никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. 1988 ҫулта тухнӑ «Народы мира» историпе этнографи словарӗнче «сувар тата сувад ятсене Х ӗмӗрти арабсен источникӗсенче асӑнаҫҫӗ, ҫакӑнтан чӑвашсен ячӗ тухать пулмалла», – тесе ҫырнӑ. Сӑвар – сӑвас – чӑваш. Ҫакна ӑнлантаракан гипотезӑсем нумай. Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсене истори темиҫешер ят парса пӗтернӗ: ҫармӑссем – марисем, вотяксем – удмуртсем, сӑварсем вара чӑваш пулса тӑнӑ. Тепӗр версипе, чӑваш теме сӑварсене тӗне кӗнӗ хыҫҫӑн кӑна тытӑннӑ, кайран вара пӗр чӗлхепе калаҫакансене пурне те «чӑваш» теме пуҫланӑ.
Сӑвар хули пулнӑ таврашра чӑваш ялӗсем халӗ те нумай. Ҫавӑнпа та сӑвар – пирӗн авалхи ят, Сӑвар хулашӗ – авалхи тӗп вырӑн тесе ҫирӗплетме пултаратпӑр. Хусанти тата ытти хулари пысӑк организацисем ҫак ятлӑ пулса чӑваш несӗлӗсен ятне ҫӗкленӗшӗн хӗпӗртемелле кӑна.
Константин МАЛЫШЕВ.
Сувар. — 2008 ҫ. — Утӑ, 04 (27 (757) №).