Иртнӗ канмалли кунсенче «Сувар» фонд Шупашкарти гуманитари институчӗн ӑсчахӗсемпе пӗрле тӑван халӑхӑн авалхи несӗлӗсен Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑх вырнаҫнӑ тӑрӑхне кайса килчӗҫ. Институтран Исаев Ю.Н. директор, паллӑ историк, этнограф Иванов В. П., краеведсен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ Бахмисов Э. К. пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех ушкӑнра вӗрентӳ колледжӗн директорӗ Сапожников В.В. та пурччӗ. Суварсенчен ҫулҫӳреве Тимӗрпе пӗрле В. Алмантай таврапӗлӳҫӗ, халӑх художникӗ Ю. Ювенальев, Аксар Сӗрмек хутшӑннӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчен те пулчӗҫ: телекуравран Марина Карягина журналистка , Чӑваш наци радиовӗнчен Роза Деменцова хутшӑнчӗҫ. Тӑкаксене пӗтӗмӗшле фонд хӑй ҫине илнӗ.
Авалхи Пӑлхар хулинче заповедник комплекс директорӗпе тӗлпулу пулчӗ. Вӑл пире музейсемпе тата ытти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗ. Пур ҫӗрте те хӗрӳ ӗҫ пырать. Техника тата ҫынсем кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлеҫҫӗ. Кунта Атӑл хӗрринче 6 хутлӑ причал пулать, унтах хӑна ҫурчӗ, конференц зал. Тата ислам центрне тӑваҫҫӗ. Унсӑр пуҫне йывӑҫран тунӑ шывармансем, тимӗрҫӗ лаҫҫисем, ҫӑкӑр пӗҫерекен ҫуртсем темиҫе гектар лаптӑкра кӗҫех ҫӗкленӗҫ. Ҫак ӗҫсене Шаймиев Минтемир ертсе пыракан фонд туса пырать. Пуҫаруллӑ Шаймиев политик ку ӗҫе тума тӑватӑ миллиард тенкӗ таран мускавсенчен укҫа тупма пултарнӑ.
Пӑлхарта пире кунти ентешсен пуҫлӑхӗ Валентина Яклычева ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗ. Тепӗр кунне эпир Пӳлерпе Сӑвар тӑрӑхӗнче пултӑмӑр. Комплекс директорӗ Рафаель Махмутов Авалхи Пӑлхар патшалӑхӗнче паянхи тутар тата чӑваш халӑхӗсем пӗрле пулнине палӑртрӗ. Апла пулсан кунта пулса иртекен тӗпчев, юсав тата строительство ӗҫӗсене чӑвашсене те хутшӑнма чӗнсе каларӗ. Кабинетра ҫыру ҫырса ларнипе кӑна пулмасть ҫав терӗҫ. «Сувар» фонда вара кунта лайӑх пӗлеҫҫӗ. Эпир фондӑн кӗмӗлтен тунӑ паллине, Алмантай сӑвар-чӑваш историне тӗпченӗ кӗнекисене тата календарьсене парнелерӗмӗр. Валентина сӑвар пикине тухья туянма 5 пин тенкӗпе пулӑшрӑмӑр.
Каялла килнӗ чухне Валем хуҫа сӑрт патне кӗрсе тухрӑмӑр. Хамӑр турӑсене тата несӗлсене асӑнса мӑчавар Аксар кӗлӗ каларӗ. Ҫӑкӑр-тӑварпа ваттисен йӑлипе асӑнтӑмӑр. Пӑлхарта Мадуров хамӑрӑн несӗлсене асӑнса лартнӑ чултан касса тунӑ юпана стройкӑпа юнашар ларнине курсан, эпир ӑна сумлӑрах ҫӗре куҫарма май тупма ыйтрӑмӑр. Музейсенче стендсемпе экспонатсене вырнаҫтарас ӗҫсенче нумай ӗҫсем тунӑ тата авалхи пӑлхар-сувар историне тӗпчекене, Ювенальева кунта пӗлеҫҫӗ иккен. Вӑл вара тутарсене палхар-сӑвар-чӑваш стенчӗсене тума пулӑшма хатӗррине пӗлтерчӗ. Ӑсчахсем вара ҫак ӗҫе правительство шайӗнче килӗшӳ туса пӗрле ӗҫлемеллине палӑртрӗҫ.
Ҫитес вӑхӑтра татах та тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.
Ҫӑлкуҫ: Chuvash.org сайчӗ