Улăп : чăвашсен героикăллă халап-юмахĕ

Улăп : чăвашсен героикăллă халап-юмахĕ / Çуйăн Хĕветĕрĕ йĕркелесе çырнă. — Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1980. — 48 с. : ÿк.Улăп : чăвашсен героикăллă халап-юмахĕ / Çуйăн Хĕветĕрĕ йĕркелесе çырнă. — Шупашкар : Чăваш кĕнеке изд-ви, 1980. — 48 с. : ÿк.

Çăлкуç: http://chuvrdub.ru/base/base.h...

Кĕперсем

 


 

I

Тахçан авал çак енче,

Аслă Атăл хĕрринче,

Çеçенхирсем хумханнă,

Сĕм вăрмансем кашланă.

Юманлăхра, кай енче,

Çавра кÿлĕ хĕрринче

Чăваш ялĕ вырнаçнă,

Ырă ятне упранă.

Ялта, урам кукринче,

Ват йăмрасем айĕнче

Чатăр кил-çурт курăннă,

Унта иккĕн пурăннă.

Кил хуçийĕ, чăн ватти,

Шур сухаллă Услати,

Çичçĕр çула çитнĕскер,

Арăсланран вăйлăскер.

Тепри — Чĕкеç, ватăскер,

Çичçĕр çула кайнăскер,

Кĕмĕл çÿçлĕ, ăслăскер,

Ĕçсĕр ларма пĕлменскер.

Ват Услати тайăлман,

Килте ларма юратман,

Çичюта вăл курайман,

Никамран та хăраман.

Лаши унăн — Çилçунат,

Çилтен мала ыткăнать;

Хĕççи унăн — чăн вут-хĕç,

Çулса ярсан — вут-хĕм çеç.

Вăрăм çула тухсанах,

Шешма хĕрне ансанах,

Çĕрпÿ-паттăр сылтăмра,

Сулахайра — Сикпăрçа.

Виççĕшĕ те яланах

Çичютсене курсанах

Çил-тăвăл пек тапăннă,

Ним хăварми аркатнă.

Пĕрре, киле таврăнсан,

Мунча хутса çăвăнсан

Услати пуçне усать,

Чĕркуçленсе вăл ларать.

- Самай йывăр вăхăтра

Вилмелле-ши ман вара? —

Тет вăл хăйĕн ăшĕнче;

Тарăн шухăш куçĕнче.

Услати йывăр чирленине Çичют (Тимĕр хун) вупăртан пĕлет те хăйĕн çарĕпе Чăваша тапăнать.

Кирешмет, хаяр асамçă, асамлă туйипе Сикпăрçаран чул тăвать, чăваш телейне туртса илет.

Чăвашсен телейе çукран вăрçă ĕçĕ ăнмасть.

Тимĕр хун Çĕрпÿ паттăра Туçи сăртĕнчи касамата хупать.

Чăваш халăх макăрать,

Вĕри куççуль юхтарать;

Урнă тăшман ашкăнать,

Чăвашсен пуç ыткăнать,

Ăçтан чăттăр çавсене

Ват Услати ку чухне,

Вăркăнтарать тăлăпне —

Чирлесен пĕркеннине.

Хĕрĕх çулхи шерпетне

Вăл ĕçет çине-çине,

Чĕнсе илет карчăкне,

Çапла калать сăмахне:

- Тăван çĕршыв асапра,

Мĕнпур чăваш вăрçăра;

Ялта ял пек пулмалла,

Килтен çын пек тухмалла.

Йышран юлма каламан,

Утма хушнă халăхпа;

Кĕççе питлĕ эп пулман —

Халăхпа эп çавăнпа!

Ах, Услати, нишлентĕн,

Ак ураран ÿкетĕн,

Ман сăмахран ан тухсам,

Пĕр виçĕ кун тăхтасам.

Халех пăтă пĕçерем,

Тутлă апат çитерем;

Пăтти симлĕ пулатех,

Вăл сан вăйна хушатех.

Анчах ватă Услати

Пăтă çисе ларать-и?

Шăхăрать вăл виç хутчен,

Çилçунатне тытиччен.

Урхамахĕ кукалет,

Хуçи ĕçне вăл пĕлет,

Тапса сикет тÿпене —

Пĕлĕтпе çĕр хушшине.

Çилçунатăн сăмсинчен

Чупнă чухне ик енчен

Çулăм тухать шăхăрса,

Аяккалла хĕм сапса;

Тăвăл вĕрет хăлхинчен

Ват юмансем авниччен.

Çаран, тейĕн, çилхине,

Вăрман, тейĕн, хÿрине;

Хĕвел, тейĕн, ик куçне,

Уйăх, тейĕн, çамкине.

Çилçуната Услати —

Вăл тăшманран хăрать-и —

Анма хушрĕ çĕр çине,

Ирсĕр çичют хушшине.

— Аллах, пире ан пăрах,

Услатирен хăтарах, —

Сиксе чĕтрет Тимĕр хун,

Сасси çиллес тухать ун.

Ват Услати хĕççине

Сулса илчĕ пуç тавра,

Хĕçĕн хĕмлĕ çиçĕмне

Çиçĕнтерчĕ айлăмра;

Утне ячĕ малалла,

Хăй каларĕ ак çапла:

Чăваш тĕпĕ тымарлă,

Хĕççисем те касавлă,

Харсăр тăрсан, нихăçан

Çĕнес çук пире тăшман!

Шалчи тултăр тăшманăн, —

Терĕ Чăваш хастарлăн, —

Хура çăхан, халь чĕтре,

Хур тăваймăн эс пире!

Тăшман пуçĕ ыткăнать,

Ирсĕр çарĕ юхăнать,

Çавах тăшман парăнмасть,

Хăй Юртăмне ыткăнмасть.

Çитменнине, чир-чĕр те

Тăшман майлă-мĕн ĕнтĕ,

Услатие хуçлатать,

Çĕре туртса ывăтать.

Тăшман каллах кăшкăрать,

Паттăра вăл хупăрлать.

II

«Кăвак куккук вĕçнĕ чух

Çиллес тăвăл тухрĕ-çке,

Çиллес тăвăл ним те мар,

Мăшăр çукки йывăр-çке.

Çепĕç шăпчăк вĕçнĕ чух

Вĕт-вĕт çумăр çурĕ-çке,

Вĕт-вĕт çумăр ним те мар,

Упăшкасăр йывăр-çке».

Чĕкеç юрлать хурланса,

Вĕри куççуль юхтарса;

Уçса пăхать хуранне,

Туйса илет хуйхине:

Пăтă çинче херлĕ юн,

Çитрĕ ăна асап кун.

Пĕлчĕ: старик асапра,

Тăшман çарĕ ун тавра;

Чĕкеç ÿкет урайне,

Йĕрсе калать сăмахне:

— Ах, Услати, Услати,

Паттăрсенчен чăн ватти,

Хăш вырăнта выртан-ши?

Сана мĕнле тупам-ши?

Кăвакарчăн пулăттăм,

Эпĕ сана тупăттăм,

Суранна шур тутăрпа

Çыхăттăм, çусан шывпа.

Куçу — кăвак пĕлĕтчĕ,

Ăна шăлса хупасчĕ,

Çÿçÿ — кĕмĕл пекехчĕ,

Йĕс турапа турасчĕ.

Эпĕ юлтăм тăлăха,

Хĕн-хур килчĕ халăха.

Хĕвел амăш, пулăшсам,

Çичĕюта çунтарсам,

Услатие вăй парсам,

Кил çулне эс кăтартсам!

Ах, сăрт амăш, тăшмана

Эс чиксемччĕ хăв айна.

Çичют çарĕ тĕп пултăр,

Ват Услати сыв юлтăр!

Ах, шыв амăш, хумханса,

Пысăк хумсем кăлăрса,

Тапăн ирсĕр тăшмана,

Шывра путар эс ăна!

Вăрман амăш, хĕрхенсем,

Тимĕр хуна пĕтерсем;

Ват Услати паттăра

Сыватсамччĕ сулхăнра!

Ах, çĕр амăш, аннеçĕм! —

Эс те ан ман, пÿлĕхçĕм, —

Услатие, кĕрÿне,

Илсе кай-ха хăв енне!

Çав вăхăтрах инçетре,

Мăн айлăмра, тĕттĕмре

Çĕр çийĕ яр! сирĕлчĕ,

Йыхрав сасси илтĕнчĕ.

Ват Услати çĕр айне

Кĕрсе кайрĕ хĕç тытса,

Çилçунат та çил касса

Хыçран чупрĕ ун патне.

Услати çĕр айне кайсанах çÿллĕ сăрт, Чĕкеçе хĕрхенсе, хăй айĕнчен Мерчен кайăка вĕçтерет,сĕм вăрманĕ сим-пыл кăларать, юханшывĕ нÿрĕк парать. Çил çавсене Чĕкеç килне хăваласа каять, Чĕкеçе вара симпыл çывратать, нÿслĕ нÿрек ăш хыпнинчен сыхлать, Мерчен кайăк хуранри юна Чĕкеç айне тăкать.

Çав вăхăтрах ăшĕнче,

Вĕри чĕри айĕнче,

Ача чĕме кĕнĕ пек,

Ывăл ача пулас пек.

Ватă карчăк вăранатъ,

Тĕлĕкĕнчен вăтанать.

«Чăнахах-ши ман вара

Ача ÿсет ăшăмра?»

Каç пулать те, кун иртет,

Тăхăр уйăх та çитет,

Чĕкеç выртать, кăшкăрать,

Ывăл ача çуратать.

Чечек çинчи шерпетпе,

Ăмăрткайăк сĕчĕпе,

Ватă Чĕкеç ачине

Чăпăл кÿртет ирхине.

Ун чух вĕçен кайăксем,

Чăваш енче пулнисем,

Пин-пин кĕвве тытăнчĕç,

Чĕкеç патне ыткăнчĕç.

Чĕкеçпеле ачине,

Çич патман çур туртнине

Ырлăх-сывлăх сунаççĕ,

Çапла сăмах калаççĕ:

- Ват юман пек çирĕп лул,

Сар чечек пек хитре пул!

- Çăлкуçĕ пек таса пул,

Атăл пекех анлă пул!

- Пыл хурчĕ пек ĕçчен пул

Çеçенхир пек аслă пул!

Юрла-юрла чуптусан,

Ачине чăпăл тусан,

Чĕкеç çакрĕ сăпкине,

Хурамаран тунине.

Ачи выртать сăпкара,

Чĕкеç ĕçлет лаçăра,

Апат лайăх пулмалла,

Ачине ят хумалла.

Тăванĕсем, кÿршисем,

Пĕр çăвартан çинисем,

Каçа-мĕне пăхмарĕç,

Чĕкеç патне уттарчĕç.

Пурте — мăн чÿк лаççинче,

Ача — Плиска аллинче.

Ватă Чĕкеç ачине

Улĕм тесе ят пачĕç,

Кайран ача парнине

Хунă чухне каларĕç:

— Укçа-тенкĕ хуракан —

Ылтăнран та хаклă пул,

Çулу, вутчуль паракан —

Чут чулĕнчен çирĕп пул,

Çава-çурла хуракан —

Çĕрĕçĕнче ĕçчен пул,

Хĕçпе ухă паракан —

Çичютсемпе вăрçнă чух,

Халăхшăн хыт тăнă чух,

Хурçă хĕçрен çирĕп пул,

Чĕреспе пыл паракан —

Чăвашсемшĕн пыл пек пул,

Шур çăмарта хуракан —

Тулли пултăр пурнăçу,

Çапла калать аслаçу.

Çав вăхăтрах, пÿртĕнче,

Яр-р уçăлчĕ чÿрече,

Чĕкеç пĕчĕк ачине

Чăмăртарĕ хăй çумне,

Курчĕ ачин ĕнсинче,

Çаврашка пуç тÿпинче,

Хаяр юмçу çулçине:

Сисрĕ тăшман пуррине.

Чĕкеç кайрĕ шуралса,

Хăй ачишĕн хăраса.

Тăшмансенчен хăтарма,

Усалсенчен пытарма

Хăй ачине, Улĕме,

Улăп, терĕ, — ял пĕлме.

III

Улăп выртать сăпкара,

Пылтан тутлă ыйхăра.

Амăш сăпка юррине

Çепĕç юрлать каçхине:

Ала çăлтăр çур çĕрччен

Тетте парать виç хутчен,

Нянине-паппине,

Паппине-нянине.

Тетти хаклă ылтăнран,

Эсĕ лăпкă выртнăран,

Нянине-паппине,

Паппине-нянине.

Тетте вĕçтĕр çÿлелле,

Санăн сатур ÿсмелле,

Нянине-паппине,

Паппине-нянине.

Улăп çыврать, вăранмасть,

Чăрмантармасть амăшне;

Чĕкеç ĕçсĕр лараймасть,

Йăтса кĕрет шур пирне.

Виçĕ сÿре шур пиртен

Çытак çĕлет çур çĕрччен.

Улăп, виçĕ талăкран

Вăрансассăн ыйхăран,

Кашта çинчи çытакне

Тăхăнасшăн хăй çине.

Анчах çытак, тăвăртан,

Шар! çурăлать çурмаран.

Улăп каллех сăпкара,

Каллех тутлă ыйхăра.

Вăл пит хăвăрт çитĕнет,

Амăш унтан тĕлĕнет.

Çичĕ талăк çывăрсан,

Сăпка кашти хуçăлсан

Улăп çĕре ыткăнать,

Ыйăхĕнчен вăранать.

Сиксе тăрать сак çине —

Курать ватă амăшне.

Амăшне вăл ыр сунать,

Çытак çинчен асăнать.

Амăш паратъ çытакне —

Çич сÿререн тунине. —

Каллех тăвăр çытакки.

Çара кутпа... Çын кулли, —

Тет вăл хăйĕн амăшне,

Татах выртать сак çине.

Хĕвел пăхать йăлкăшса,

Улăп ÿсет васкаса.

Улăп ÿсет сехетпе,

Амăш юрлать юррине,

Ачи çинчен хунине:

— Тăхăр сÿре вăтам пир

Улăп йĕмне кайтăр-и,

Вуник сÿре катанпир

Улăп кĕпи пултăр-и.

Пурçăн çиппе тĕрлесен

Капăрлатăп кĕмĕлпе,

Ылтăн тÿме çитмесен

Илемлетĕп мерченпе.

Тăхăр талăк çывăрсан,

Сарă хĕвел хăпарсан

Улăп куçĕ уçăлать,

Вăл ыйхăран вăранать.

Хăйĕн тумне тăхăнать,

Калле-малле уткалать,

Уткалать те йăл кулать.

Амăшне вăл тав тăвать:

- Ни шалпар мар, тăвăр мар,

Кун пек тумпа намăс мар.

Çитмĕл талăк çывăрсан,

Хăй тĕллĕнех вăрансан

Курать ватă амăшне,

Вутă хутса янине.

Амăш лăпкăн ачине

Чĕнсе илет хăй патне:

- Улăп, çÿре уçăлса,

Тулта вăйă выляса.

Икерчĕсем пиçсенех,

Ăна пылпа сĕрсенех

Сана чĕнĕп апата,

Анчах ан кай эс ката,

Акă мĕн асту, ачам:

- Ял хушшинчен ан тухсам,

Сĕм вăрманта — кашкăрсем,

Çеçенхирте — çĕленсем.

Тухсассăнах урама

Улăп пуçлать выляма,

Мăн пĕрене ун «лаши»,

Вăрăм пушă — нухайкки.

«Лаши» чупать сиккипе

Аслă урам хушшипе —

Тусан вĕçет çÿлелле,

Кĕтÿ иртет темелле.

Çеçенхяре тухсанах,

Мал еннелле пăхсанах

Улăп курать пĕр çынна,

Тĕлĕнтерет леш ăна.

Çÿрен лаши туртара,

Акапуçĕ çав çынра.

Çынни суха сухалать,

Çеçенхирĕ хуралать.

Улăп тăрать тĕлĕнсе,

«Мĕнле кайăк ку? — тесе.

Чим-ха, эпĕ вĕсене

Кăтартам-ха аннене».

Вара Улăп çавсене

Тытса чикет кĕсъене,

Сиккипе вăл лашине

Ыткăнтарать кил енне.

Улăп киле çитсенех,

Пÿрте чупса кĕрсенех

Пĕлтерет ват амăшне:

- Уйра тытрăм çаксене,

Те кайăк, те пукане,

Эс пĕлетни вĕсене?

Ак çак вара, пĕчĕкскер,

Калле-малле хутларĕ,

Акапуçпе, пĕтесокер

Çеçенхире хуратрĕ.

Амăш çакна курсанах,

Кăшт шутласа тăрсанах

Кăвак пуçне сулларĕ,

Вара çапла каларĕ:

- Ах, ачам, ку кайăк мар,

Пукане мар, Çĕрхурт мар.

Çын вăл, ачам, пĕчĕкскер,

Пирĕн енне килнĕскер.

Ăçтан тупрăн эс ăна,

Кайса яр çав вырăна.

Пирĕн кунçул татăлсан,

Е кайсассăн çакăнтан,

Вĕсем кунта юлĕç те —

Çĕр ĕçĕпе пурăнĕç.

Çынна лаши-мĕнĕпе

Улăп чикрĕ кĕсйине,

Йывăр шухăш пуснипе

Хăвăрт утрĕ хир енне.

Çеçенхирте çыннине,

Акапуçпе лашине

Ярсассăнах çĕр çине

Ларчĕ Улăп чул çине.

Çав вăхăтрах сăрт енчен,

Хура вăрман хыçĕнчен,

Çĕлен çури курăнать,

Печĕк çынна тапăнать.

Çынни, шари! кăшкăрса,

Улăп хыçне пытанать,

Çĕленĕ те, явăнсан,

Улăп çине ыткăнать.

- Халех пар эс çав çынна,

Çăтса ярап эп ăна!

- Этем юнне ĕçекен,

Хăйĕн пуçне çиекен! —

Терĕ Улăп тарăхса,

Тăшман пуçне таптаса.

Çĕлен сикрĕ çÿлелле,

Кайран — Улăп еннелле,

Улăпа вăл çиллипе

Сăхма тăчĕ сăннипе.

Пуклак кукăр хÿрине

Сулчĕ Улăп çинелле,

Улăп тăсрĕ аллине

Тискер çĕлен еннелле.

Çĕлене вăл хÿринчен

Çатăрларĕ çухриччен,

Çĕлен вĕçет тÿпене —

Кăтра пĕлĕт хушшине.

Вăл Улăпа сисиччен

Пăрахасшăн çĕр çине,

Анчах Улăп аллинчен

Вĕçертмерĕ ун пуçне.

Çĕлен анчĕ çĕр çине

Сĕве сăрчĕн тăррине,

Улăп чăрсăр çĕлене

Туртса çапрĕ чул çине,

Кайран утрĕ кил енне.

IV

«Чĕрем хытă касăнчĕ,

Улăпа тем тапăнчĕ», —

Чĕкеç чупать урама,

Хăй ачине шырама.

Çавра кÿлĕ хĕрринче,

Икĕ йăмра айенче,

Улăпа Чĕкеç тупать.

Вăрçсарах çапла калать:

- Кама эсĕ тĕл пулнă,

Кĕпÿ-йĕмна кам çурнă?

Кăн-кăваках питÿ сан,

Ик аллунта чĕр суран.

- Ах, аннеçĕм, ах, анне,

Мана эс ан çилленех,

Уйра пултăм эп, анне,

Куртăм çĕлен çурине.

Çĕлен çури пĕр çынна —

Паçăр куртăн эс ăна —

Тытса çиме хăтланчĕ,

Вăл мана та тапăнчĕ.

Пуклак вĕçлĕ хÿрипе

Туртса илчĕ хăй патне,

Хĕскĕч майла аллипе

Пăвса вĕçрĕ тÿпене.

Мана унтан, тÿперен,

Çĕре пеме хăтланать.

Анчах вăйĕ çитменрен,

Ман айа вăл хăй пулать.

Эпĕ чăрсăр çĕлене

Туртса çапрăм чул çине,

Унтан вара эп ăна

Вăркăнтартăм вăрмана.

Анне, эпĕ тÿперен,

Питĕ-питĕ имçетрен,

Пăхрăм йĕри-тавралла,

Каялла та малалла.

Тÿперен мĕн курнине

Калас пулсан, эх, анне,

Тимĕр чĕре чăтаймĕ,

Çитмĕл татăк пулайĕ.

Хуласенче, ялсенче

Юрă-кĕвĕ янрамасть,

Ниçта чăваш хушшинче

Сăрнай кĕвви шăранмасть.

Халăх çÿрет, макăрать,

Вĕри куççуль юхтарать.

Çĕлен, вуник пуçлăскер,

Туртса çурать хĕрсене,

Кукша çури, чăрсăрскер,

Пĕрĕхтерет вут-хĕмне

Çурт-йĕре йăлт çунтарма,

Кĕлне çилпе тустарма.

Анне, эпĕ тÿперен,

Пĕлĕт айĕн вĕçнĕрен,

Куртăм Атăл юхăмне,

Пÿлмен ялтăра шывне.

Аслă Атăл Пÿлмене

Чĕнсе илнĕ хăй патне,

Иккĕшĕ те çиçĕнсе

Юхăнаççĕ тинĕсе.

Аслă Атăл хĕрринче,

Çич тĕмеллĕ сăрт çинче,

Хула ларать сарăлса,

Сар хĕвел пек çуталса.

Хула тулли керменсем,

Урамсенче йывăçсем,

Керменĕсем чĕнтĕрлĕ,

Йывăçĕсем чечеклĕ.

Ылтăн витнĕ керментен, —

Ун алăкĕ кĕмĕлтен, —

Тапса, тĕртсе хулана

Илсе тухрĕç ват çынна.

- Нухрат, хăçан эс мана

Пырса паран ясакна?

Параймасан эс ăна,

Çухататăн ыр ятна.

Тĕве пăхма каятăн,

Айсарăмне çăватăн! —

Терĕ пĕри кăшкăрса,

Кукăр хĕçпе хăмсарса.

Старик халь те ман умра,

Хуйхи çурать кăкăра.

Ват старике мăшкăлран

Сарă пике хăтарчĕ,

Вара ăна, кăштахран,

Килне кĕртсе хăварчĕ.

Пĕр касмакĕ, какрашка,

Сасран вара чăн кăркка,

Хĕре чĕнчĕ хăй патне,

Хĕр пăхмарĕ ун енне.

— Халь те манран, эй, сăпса,

Йĕрнетĕн-и сармака —

Сÿпĕлтетрĕ какрашка,

Пикене хыт тарăхса.

Пусма çине хăпарсан,

Касмак енне çаврăнсан,

Пике çиллес курăнчĕ,

«Эсĕ, — терĕ, — сутăнчăк».

Анне, эпе ун чухне

Пăхса илтĕм мал енне.

Унта çĕршыв — чулсенчен,

Йывăç-курăк — пăрсенчен.

Чул куписен хушшинче,

Пăрлă хырăн тăрринче

Ылтăн читлĕх курăнчĕ,

Хĕвел пекех туйăнчĕ.

Читлĕх çути, темскерле,

Ÿкрĕ чĕрем çинелле,

Чĕре кайрĕ пĕçерсе,

Ун хыçĕнчен — хĕмленсе.

Ĕнен мана эс, анне,

Хăвăн чĕрÿ татуне,

Читлĕх тытăнчĕ çунма —

Эп пăрахрăм хăрама.

Сисмен-кĕтмен çĕртенех

Старик тухрĕ, пĕчченех,

Ылтăн читлĕх тавралла

Хÿме тытрĕ чулпала.

Ылтăн читлĕх çутине

Çавах куртăм ун чухне,

Чăтаймарăм, кăшкăртăм:

Маттур читлĕх эс, терĕм.

V

Улăп каçпа амăшне

Çапла калать сăмахне:

— Тăшман кунта киличчен,

Унтан мăшкăл тÿсиччен

Ăна хирĕç тухмалла,

Йăлт аркатса тăкмалла.

— Ун пек сăмах каличчен

Шутлас пулать çич хутчен.

Эсĕ халь, ачам, айван,

Вăйлăрах санран тăшман.

Тăшман кулли пуличчен,

Пуçна уссăр ватиччен,

Ачам, выля тшалла,

Е лапталла, чушкăлла.

— Тăтман тарçи пуличчен,

Ĕмĕр куççуль тăкиччен

Ÿксе вилем çапăçса,

Çавра пуçа çухатса.

Анне, эпĕ вĕçкĕн мар,

Пĕлетĕп, эп паттăр мар,

Тăван халăх хĕн-хурта,

Çавна илсем эс шута!

Амăшĕ калать: — Юрать, —

Çавăнтах вăл ăс парать:

— Вăрçă çулĕ тикĕс мар,

Ача-пăча вăййи мар.

Эп хушнине тăватăн,

Плиска патне каятăн.

Плиска санăн аслаçу,

Канлĕ пулмĕ пурнăçу,

Хакла ларĕ савнăçу.

Улăп çĕнĕ уххине

Тытса çакрĕ хăй çумне,

Улăп-ача çул çинче,

Кучченеçĕ — аллинче.

Хуралту сăрт айĕнче,

Çарăмсан шыв хĕрринче,

Ват аслашшĕн кив пÿртне

Улăп çитрĕ каçхине.

Плиска сатур мăнукне

Лартрĕ сĕтел хушшине.

Улăп калаçма пуçлать,

Хăй чунне яри уçать:

— Эх, асатте, асатте,

Çитерсемччĕ ĕмĕте,

Тăшмана тĕп тăвасчĕ,

Халăхă ман çăласчĕ.

— Ĕмĕтпе çеç пуякан, —

Кайран пăспа ватлакан.

Урмăшнипе ĕç пулмасть,

Унтан тăшман хăрамасть.

Вăрçăпала тухиччен,

Хĕçе сулса яриччен

Ăсу-тăну ÿсмелле,

Арçын шутне кĕмелле.

Арçын тени çав пулать:

Ака тытать, сухалать

Хĕвел анса лариччен,

Тăрарлă тар тухиччен.

Çурт-йĕр çаврать хĕрĕхчен,

Яла илем кĕртиччен.

Выльăх усрать кĕтÿпе,

Шăрттан çиет хăнипе.

— Эс мĕн хушан, асатте, —

Тăвăп хамăр ĕмĕрте.

Анчах, хаклă асатте,

Çитересчĕ ĕмĕте!

Ват пуçупа шутла-ха,

Вăхăт каять вăраха!

Хăрап кая юласран,

Тăшман кунта пуласран.

— Уншăн эсĕ ан хăра,

Паттăр ĕçсем пурнăçра

Эсĕ тăвăн сахал мар,

Халь кăшт иккĕн пурăнар...

Сĕм-сĕм вăрман хушшинче,

Плиска старик патĕнче,

Улăп çич çул пурăнать,

Çич çул ăсĕ пухăнать.

Вăл вăрман та кăларать,

Кермен лартма пултарать,

Ака тытса сухалать,

Тырăпа пÿлми тулать.

Виç çул çÿрет «кĕтÿçре,

Пит ăста вăл ку ĕçре,

Выльăх хунать кăткă пек,

Самăр — кĕрхи упа пек.

Хăрах куçне хĕсет те,

Çĕн ухăпа перет те

Çич çухрăмри пакшанне

Сирпĕнтерет пĕр куçне.

Хир ăйăрне тытать те,

Вăшт! утланса ларать те

Пырать урам хушшипе,

Çил шăхăртса, сиккипе.

Çивчĕ хĕçне кăларать,

Пуçĕ тавра çавăрать,

Туртса касатъ хурăна,

Хурăн ÿкет лашт! кăна.

Çыру çырать, йăнăшмасть,

Вуланă чух такăнмасть.

Çутçанталăк чĕлхине

Йăлт вĕренчĕ вăл тинех.

Ват аслашшĕ мăнукне

Чĕнсе илет каçхине,

Улăппа вăл калаçать,

Хăй ăна ăшра мухтать:

«Лаша мĕнле ÿсесси

Тихаранах палăрать,

Арçын мĕнле пуласси

Ачаранах курăнать.

Йывăççинчен панулми

Пит аякка ÿкмест-мĕн,

Кинĕмĕн те ыр ачи

Ывăл пекех ÿсет-мĕн».

Улăпа вăл юратать,

Юратса канаш паратъ:

— Халăх хутне кĕмешкĕн

Араслан пек пулмалла,

Араслан пек пулмашкăн

Кукамуна курмалла.

Кукаму сан инçетре,

Çĕр айĕнче, çĕрпÿртре.

Ун патне сан çичĕ çул

Утмалла, эс çирĕп пул.

Унăн екки çавнашкал,

Пур енчен те вăл кал-кал,

Тÿрĕ çынна хисеплет,

Кукăр çынна сиенлет.

Кучченеçсем ун валли

Пулма кирлĕ виç тĕсли:

Çăнăх — салма пеçерме,

Шăрттан — уяв ирттерме,

Виççĕмĕшĕ — çăпата

Сан пулмалла хутаçра,

Темле йывăр пулсан та

Памалла пĕр вăхăтра.

Çăнăхĕ те ун валли

Пулма кирлĕ ак мĕнли:

Ни тулă мар, пăрçа мар,

Ни сĕлĕ мар, пăри мар.

Хăвах пĕлен: чăвашра

Урăх тырă та ÿсмест,

Урăх йышши — çичютра,

Кукамуна килĕшмеет.

Шăрттан валли вăкăрне

ÿстермешкĕн пĕлмелле:

Çаран çинчи курăкне

Ик çĕрте çитермелле.

Пĕри Ейÿ хĕрринче —

Сарантăвăн айĕнче,

Тепри унтан кăшт инçе —

Татаймăст йăви енче.

Хаклă парне — çăпата —

Кукамуна памалла,

Шăрçа пуçлă пулсан та,

Вăл çĕр çула чăтмалла.

Ну, калăпăр, пурне те

Эсĕ тăвăн майĕпе.

Анчах сана вĕсем те,

Çĕнĕ инкек тухнипе,

Кукамуна тĕл пулма,

Унпа ларса калаçма

Пулăшас çук хăвăртах,

Пулĕç чăрмавсем татах.

Пус эс выльăх-чĕрлĕхне —

Çаран курăк çинине,

Анчах шăрттан пĕçерме

Эс чĕртеймĕн кăвайтне,

Вут-кăвара пĕтерме

Вутăш çитнĕ çак енне.

— Ан тив, йывăр пултăрах,

Çитĕп унта эп çавах! —

Терĕ Улăп татăклăн,

Сиксе тăрса хастарлăн.

— Сана хытă шаннăран

Урăх сăмах эп санран

Итлемешкĕн шутламан,

Чăн та, эпĕ йăнăшман.

Анчах кунтан кайиччен,

Чаплă ĕçе тытниччен

Итле ват çын сăмахне,

Ан ман эсĕ вĕсене:

Ватă çынсем умĕнче

Хывса тăрсам калпакна,

Çамрăк çынсем хушшинче

Ан çухатсам ăстăнна.

Ват çынсемпе тĕл пулсан,

Халаплама тапратсан,

Итлесе лар, пуç тайса,

Сăмахсене ăнкарса.

Ху пĕльнине, илтнине,

Ху куçупа курнине

Персе ан яр вĕçкĕнсе,

Калаçакана пÿлсе.

Суйса утăн малаллă,

Анчах килмĕн каялла.

Асту: ялан тÿрĕ пул,

Тÿрĕ пул та лăпкă пул.

Çынна сиен тăвакан —

Хăй те çавна куракан.

Кам çуиинче пулатăн —

Ун юррине юрлатăн.

Хитре тени — вйç куна,

Лайăх тени — ялана.

Утта лайăх пăхакан

Çуран юлмасть: йывăрта

Ватта лайăх усракан

Выçă лармасть нихçан та.

Амăш çине вĕрекен

Йытă лекет кашкăра,

Ашшĕ ятне çĕртекен

Пуçне çиет хупахра.

Ан ĕç ăсна çухатса,

Черкке тĕпне çутатса,

Черкке тĕпĕ курăнни —

Пĕр ăссăрах пурăнни.

Тăшман хирĕç тăрсассăн,

Çапăç ăна çĕниччен;

Вăл сан айра пулсассăн,

Ан тив ăна виличчен.

Кĕççе питлĕ эс ан пул,

Тÿрĕ çын эс ялан пул.

Улăп тимлĕ итлерĕ,

Аслашшĕне пÿлмерĕ,

Ăна ăшшăн тав турĕ.

Ыталаса чуптусан,

Сыв пул тесе, ал парсан,

Инçе çула хăй тухрĕ.

VI

Сĕм-сĕм вăрман варринче

Çĕр ытамлă юман пур,

Ватă юман тăрринче

Çитмĕл тĕслĕ кайăк пур.

Çав кайăксем хушшинче

Вĕçен кайăк патши пур,

Сасси килет таçтанах —

Ятлать улатаккана:

  1. Ах, эс пачах ăстăнсăр,
  2. Ытла та пит намăссăр,
  3. Хăвна тытма пĕлместĕн,
  4. Çĕр çурасла çихретĕн.
  5. Татах ун пек хăтлансан,
  6. Хуса ярап вăрмантан.
  7. Ман сăмахран тухатăн —
  8. Пуçсăр тăрса юлатăн.
  1. Аслă патша, каçарсам,
  2. Сăмах хушма ан чарсам,
  3. Сăлтавсăр мар кăшкăртăм,-
  4. Чĕппĕмсемшĕн хăрарăм.
  5. Паçăр эсир хушнипе
  6. Вĕçрĕм Атăл хĕррипе,
  7. Унта ватă чарлансем
  8. Тытаççĕ хĕç-пулăсем.

Эп çук чухне чĕппĕмсем,

Пĕчĕкскерсем, айвансем,

Тухса ÿкнĕ йăваран, —

Тилĕ курнă; çăткăнран

Чĕпсем питĕ хăранă,

Тымар айне пытаннă,

Чее тилĕ чĕпсене

Тухма хушнă хăй патне.

Ман çавсене курсанах

Сехрем хăпрĕ-çке, чăнах,

Урлă-пирлĕ ыткăнтăм,

Çихĕрмешкĕн тытăнтăм.

Çитменнине, Улăп та

Тăра парать çавăнта,

Ун кăмăлне пĕлменрен

Хыт кăшкăртăм тÿперен.

Тавтапуç çав Улăпа!

Вăл ман умрах хулăпа

Хăваларĕ ват тилле

Таçта çитех хирелле.

Вăт çав Улăп чĕпсене

Чикрĕ те хăйĕн хĕвне

Юман çине хăпарчĕ,

Йăва патнех çывхарчĕ.

Касрĕ вăл кăтра çÿçне,

Йăваласа çемçетсен,

Мамăклатса çитерсен,

Сарчĕ ман йăва тĕпне.

Ăшă йăвана тинех

Тытса ячĕ чĕпсене.

Çавăншăн ăш кăмăлпа

Эп тав турăм Улăпа.

— Улăп, тетĕн? Вăл, иккен,

Ыр чĕреллĕ çын, иккен,

Кайăк-кĕшĕке, иккен,

Хĕрхенекен çын, иккен!

Ма кунта вăл? Ай, иккен,

Ахăрьян патне, иккен?

Ай-ай, йĕкĕт! Вăт, иккен,

Ним хăрамасть. Ну, иккен.

Ахăрьянĕ Улăпăнне

Илме тăратех чунне.

Эп калатăп ак çапла:

Ырра ырă тумалла!

Çавăнпа та Улăпа

Пулăшмалла, ман шутпа.

Тепĕр майлă шутласан,

Пускил пулать Ахăрьян.

Апла пулсан... мĕнле-ха...

Вăт шеремет... Итле-ха!

Вĕç-ха Улăп хыçĕнчен,

Анă хуса çитиччен.

Хуса çитсен хăв ятпа

Кала çапла кăмăлпа:

Эсĕ камне ыйтмастпăр,

Çулна-йĕрне татмастпăр,

Курман-пĕлмен пулатпăр,

Анчах çакна калатпăр:

Пăхкаласам тавралла

Кунта вичкĕн куçпала.

Вăл ухмах мар, чухлатех,

Туймаллине туятех,

Мĕн кирлине тупатех,

Унпа усă куратех.

Улатакка кайăк патша сăмаххинеУлăпа хуса çитсе каласа парать.

Улăпа вăрманта упа курать те Ахăрьян мĕнле мăшкăллани çинчен каласа кăтартать. Улăп упана калать:

- Апла пулсан туслашар,

Утсам манпа юнашар,

Ахăрьян патне çитиччен,

Ăна Кийÿ кăтартиччен,

Çул тăсăлать çухрăмпа,

Çула пĕччен тухсассăн;

Çул кĕскелет юлташпа,

Савса пĕрле утсассăн.

Улăппала усманĕ

Сĕм вăрманпа утаççĕ.

Кашлать, шавлать вăрманĕ,

Çил ачисем улаççĕ.

Çичĕ вĕçлĕ çырмаран

Ахăрьян тухать шăвăнса,

Хаяр саспа Улăпран

Ыйтать кутăн çаврăнса:

— Ăçти ухмах, мĕн ятлă,

Мĕн шăршласа çÿретĕн?

— Кунта эпĕр çул майлă,

Ма ун пекех çиллентĕн?

Эпир, иккĕн, ăстасем,

Çурт-йĕр лартаканнисем.

Хушăн — кермен сан валли

Пулĕ часах чăн чапли.

— Чăн чапли-мĕн. Вĕçкĕнсем,

Путсĕр анкă-минкĕсем!

Куратăр-и çавсене —

Турат çинчи пуçсене?

Унта пуçсем тем чухлех,

Çĕре иккĕ çитмест çех.

Ик турат — сире валли —

Пуçусене çакмалли.

Кермен лартма тытатăп

Иксăрна та паянтан,

Анчах çакна калатăп:

Вăл ан тÿнтĕр вун кунран.

Тÿнсессĕнех пуçусем,

Итлетĕр-и, тăмсайсем,

Турат çинче пулаççĕ,

Çумăрсемпе шураççĕ.

Тÿнмесессĕн, ун чухне

Пама лекет кашнине

Тимĕр йывăç пушăтне

Çăпаталлăх, хаклине!

— Юрать. Кермен лартиччен,

Хăв та кунтан кайиччен,

Каласшăн эп ак çакна,

Анкăрса ил эс ăна.

Кермен тÿнсе каймасан,

Йалтăртатса çеç ларсан,

Пуçу пулать çавăнта

Турат çинче, вăрманта.

Улăп ĕçе тăриччен,

Çĕн пурттине хăйриччен

Улатакка сăмахне

Аса илчĕ хайхине:

«Çак айлăмри çуртсенчен

Тĕлĕнетĕп пур енчен:

Тÿнчĕ шĕкĕ çинĕрен,

Хăшпĕрисем — çĕрнĕрен.

Ай-уй, унти пĕрени,

Çурт тăрринчен йăванни,

Сухăрланса кайнăран,

Йăлтăртатать аякран...

Пире туман шур тăмран!

Туйрăм ирсĕр вăй-хална,

Улталаймăн эс мана».

Улăп хăйрать пурттине,

Упи — мăка чĕрнине,

Вара пĕренесене

Чутлаççĕ — тÿррисене.

Пĕренисем яп-яка,

Куç тулли те, ялтăркка,

Ылтăн, тейĕн, сарăран,

Сухăрланса ларнăран.

Çичçĕр çулхи юмансем,

Капăрланса кайнисем,

Сăвай шутне кĕреççĕ,

Никĕс пулса ÿкеççĕ.

Ик эрнерен кермене

Чĕнтĕрлерĕç хайхине.

Пăхсан кермен тăррине —

Çĕлĕк ÿкет çĕр çине.

Карнис çинче, ик енче,

Çурт умĕнче, хыçĕнче,

Улатакка-кайăксем,

Пыл хурчĕсем, чечекcем.

Кайăк илет таккаса,

Чĕкеç вĕçет явăнса,

Пыл хурчĕcем кĕрлеççă, —

Чечекрен пыл илеççĕ.

Ахăрьян хăй йăвинчен,

Çичĕ вĕçлĕ çырминчен,

пăхать Улăп еннелле,

Сике-сике çÿлелле.

«Керменÿ сан хĕвел пек,

Ĕмĕр кунта ларас пек.

Ман еккипе керменрен

кĕрпе пулать эрнерен».

Хĕвел анса лариччен

Ахăрьян тухать йăвинчен,

Çичĕ хутчен çиçкĕнет,

Сике-сике тилçĕнет.

— Çут тĕнчери шĕкĕсем,

Хурт-кăпшанкă тарçăсем,

Улăп енне ыткăнăр,

Çĕн кермене сырăнăр!

Кĕрпе тăвăр кермене,

Çилпеле вăл вĕçмелле,

Улăп пуçне çимелле,

Унтан — путсĕр упине.

Çут тĕнчери шĕкĕсем —

Ахăрьянăн тарçисем

Улăп патне ыткăнчĕç,

Çĕн кермене сырăнчĕç.

Çĕн кермене кăшласшăн,

Унтан кĕрпе тăвасшăн.

Пĕренисем сухăртан —

Шăл витмест. Мĕскер тăван?

Аптранише шĕкĕсем,

Шăлĕсене хуçнисем,

Ахăрьян патне ыткăнчĕç,

Тилмĕрмешкĕн тытăнчĕç.

— Каçар пире, кашнине,

Ним тума çук кермене,

Пĕренисем сухăрлă,

Çавăнпа пуль чăтăмлă.

Пĕренисене малтан

Тасатмалла сухăртан,

Ним сухăрсăр пĕрене —

Пире çиме пĕр эрне!

Ахăрьян виç хут карăнчĕ,

Вĕри сывлăш сапăнчĕ

Сĕм вăрмана, айлăма —

Шĕкĕсене пулăшма.

Сухăр анать кĕрлесе,

Пĕренесене ислетсе.

Пĕренесем — вутчулсем, —

Ан хапсăнăр выçлăхсем!

Ахăрьян улать çич хутчен,

Хура пĕлĕт кĕрличчен —

Çумăр чашкăрса çăвать,

Айлăм самантрах тулать.

Шыв айĕнче сăвайсем,

Шывран çÿлте никĕссем.

Çумăр çума чарăнать,

Кермен тавра шыв чакать, —

Кермен ларать Çилту пек,

Çунать — ылтăн хĕвел пек.

Ахăрьян каять шуралса,

Мăнаçлăхне çухатса,

Сăмах ваклать Улăппа

Нăйкăшакан сасăпа:

— Эп малашне çакăнта

Хуçа пулмăп нихçан та,

Чăваш пÿртлĕ пултăрах,

Уплисене мантăрах.

Ахăрьян тарать таркăнла,

Чĕри сикет куянла,

Упа тăрать ташласа,

Сĕм вăрмана култарса.

Улăп касать йывăçне,

Тимĕр йъвăç тенине,

Кайран сĕвет хуппине

Çичĕ ĕмĕр ÿснине.

Йывăç хуппи касăлать,

Кирлĕ пушăт вăл пулатъ.

Улăп илет пушăта,

Тăвать чаплă çăпата.

Çĕн çăпати пуçĕнче

Ала çăлтăр ялкăшать,

Явса тунă кантринче

Çурхи çиçĕм ялтăрать.

VII

«Пирĕн кĕтÿç лайăх-çке,

Выльăх пăхма ăста-çке.

Хĕвел тухса çитиччен

Улăп урам вĕçĕнчен

Ял кĕтĕвне пуçтарать,

Çеçенхире кăларать;

Хĕвел анать, таврăнать,

Кĕтÿ киле саланать,

Çавна кура ĕнесем,

Пăлан çÿллĕш ÿснисем,

Сĕт параççĕ витрипе,

Хăймисене — чÿлмекпе.

Турăх ярса уçлатăн —

Сар çу кăна пухатăн;

Чăкăт туса çиетĕн —

«Пыл-çу çирĕм», — теетĕн.

Пăрушсене кĕркунне

Юпах тиха темелле,

Пăру тейĕн сурăхне, —

Самăр çав, тĕлĕнмелле.

Ĕçне кура Улăпа

Ма сăйлас мар апатпа», —

Тесе карчăк уялла

Васкать шăрăх кăнтăрла.

Улăпа вăл айлăмра

Апатларĕ сулхăнра.

Улăп апат çирĕ те,

Шерпет тытса ĕçрĕ те

Пăхса тăчĕ нумайччен

Тухăçалла пĕр-пĕччен:

— Эй, кинеми, кам екки

Картаран тухнă çавăнта!

Чĕтренет пек тăвайкки,

Çине-çине, ав, татах...

Пулман çĕрте пулмалла,

Çав вырăна каймалла, —

Тет те Улăп кĕтĕевне

Хăваласшăн çав енне.

Карчăк ÿкрĕ хăраса,

Калать, юр пек шуралса:

— Эс унталла ан пăхсам,

Ман сăмаха ăнлансам:

Унта каян — пĕтетĕн,

Çамрăк пуçна çиетĕн.

Малалла мар, каялла

Хăваласам выльăхна.

Çав карчăк аслашшĕсен çĕрне Алпаст усал туртса илни çинчен каласа кăтартсан, Улăп хăйĕн кĕтĕвне унталла хăваласа каять те вăкăрпа ĕнине хул хушшине хĕстерсе юханшыв урлă каçать.

Шывĕ ытла та алхасса юхнăшăн Улăп çаран курăкĕн чечекне пĕр ытам татса юханшыва парать. Шыв чечекшĕн савăнать те лăпланать. Улăп сăрнай калать. Сăрнай сассине илтсен лăпланнă шыв урлă кĕтÿ ишсе каçать. Алпаст хăйĕн çĕршывне кĕтÿ кĕнине курать.

Алпаст куçĕ арпашать,

Çилли килет, тулашать,

Акар йытта вĕçертет,

Улăп енне вĕслетет:

— Çав чăваша, ухмаха,

Тамашасем кăтарт-ха.

Акар йыттин пĕр ĕç çеç,

Хĕн-хур сарма пĕлет çеç,

Çавăнпа вăл шăртланать,

Улăп çине ыткăнать:

— Эс нумая хапсăнан,

Хăвăн пуçна çухатан,

Халех выльăх-чĕрлĕхне

Кĕрт эс Алпаст картишне.

Часрах! Васка! Хăвăртрах,

Атту çурап вăр-варах!

— Çĕрĕ ку асаттесен,

Эп каймастăп ку енчен.

Хăратаймăн эс мана.

Тасал кунтан, çырт шăлна!

Акар йытти йăпшăнать,

Улăп çине ыткăнать.

Çыртма тăрать пырĕнчен,

Питĕнчен те пуçĕнчен.

Анчах Улăп Акара,

Çыртма тăнă вăхăтра,

Мăйĕнчен ярса тытать,

Вăрахчен ăна пăвать.

— Ах, эс ытла ирсĕр-çке,

Тарçăн чунне илтĕн-çке! —

Хаяр сасă илтĕнет,

Алпаст усал хăй çитет.

Шăртлă пуçĕ — лапăрка,

Çăварĕ ун — кăмака,

Юнлă чармак куçĕсем —

Пысăк арман чулĕсем,

Çăварĕнчи шăлĕсем —

Кивĕ сÿре шăлĕсем.

— Чăрсăрлăхна ырлатăп.

Анчах çакна калатăп:

Эс Акара çĕнтертĕн,

Хаклă тарçа пĕтертĕн.

Ĕнтĕ Акар вырăнне

Эс ху юлăн малашне,

Кĕтÿ пăхăн — кунĕпе,

Хурал тăрăн — çĕрĕпе.

— Чура пулма çуралман,

Чура пулса пурăнман.

Чăваш çĕрĕ çакăнта! —

Терĕ Улăп Алпаста.

Алпас кайрĕ тарăхса,

Кăвакарса, шуралса,

Кăрсакланса, пăвăнса,

Юнлă куçне çавăрса.

— Юханшывсем, авăрăр,

Сăрт пек хумсем çавăрăр,

Çак чăрсăра путарăр,

Хăйăр айне пытарăр!

Юханшывĕ мăшт! тумасть,

Улăпа вăл тапăнмасть:

— Эсĕ маншăн, Алпаста,

Ыр ĕç туман çакăнта!

Улăп, каçнă-каçманах,

Чечек паче ытампах.

— Ман таврари чечексем, —

Тет Алпаста çилленсе,

— Улăп пуçне анратăр,

Суккăр туса хăварăр!

Таврари пур чечексем,

Улăппа тĕл пулнисем

Алпаста пуç таймаççĕ,

Çапла кăна калаççĕ:

— Эс пирĕншĕн çакăнта

Ыр ĕç туман, Алпаста.

Улăп килчĕ ку енне —

Курчĕ пирĕн илеме,

Сан сăмахран тухатпăр,

Улăпа хур тумастпăр.

Алпаст карать çăварне,

Тăсать асав шăлсене,

Улăп çине ыткăнать,

Ая тума хăтланать.

Улăп-ача — хунав пек,

Алпаст вара — тирек пек,

Çавна пула Улăпа

Йывăр килет Алпастпа.

Ватă вăкăр мĕкĕрчĕ,

Пур кĕтĕве пĕлтерчĕ:

— Пирĕн Улăп нушара,

Пулăшмалла хăвăртрах!

 

 

VIII

Хуласенче, ялсенче,

Вăрмансенче, хирсенче

Улăп ĕнтĕ ик эрне

Шырать салма çăнăхне:

Ват çынсене курать те,

Ырлăх-сывлăх сунать те

Ашшăн ыйтать кашнинчен,

Хăй каймалли çул çинчен:

— Çĕнĕ йышши тырпула

Хăш вырăнта тупмалла?

Хуравлаççĕ стариксем,

Нумай çĕрте пулнисем:

— Çĕнĕ йышши тырпула

Çичĕютра тупмалла.

Улăп çÿрет уй-хирте,

Çуртри ÿсет пĕр çĕрте

Кассăн-кассăн хумханса,

Тинĕс пекех сарăлса.

Эрхипварĕ вĕçĕнче,

Ансăр ана тĕлĕнче

Улăп чарăнчĕ утма,

Тытăнчĕ пăшăрханма.

«Çумкурăкĕ, ай, мĕн чул!

Тăлăх-турат ани пуль;

Вăй çитмест пуль, çавăнпа

Хăрăнать ани çумпа.

Çакăнтах çĕр каçас-ха,

Унччен çумне çумлас-ха,

Вăхăт та, ĕçленĕ май,

Сисмесĕрех иртĕ ман.

Улăп çумлать çумсене,

Пилĕк çÿллĕш ÿснине.

Çумкурăксем шанаççĕ,

Пĕр-пĕринпе пуплеççĕ:

— Мĕншĕн пире таврара,

Ĕçпе пиçнĕ халăхра,

Ним вырăнне хумаççĕ,

Пĕрехмаях кăклаççĕ?

Эпир сĕм-сĕм авалтан,

Пиçсен ыр шăрш сарнăран,

Ыр аш ятне илтнĕччĕ,

Хăмăшран та иртнĕччĕ.

Пин сыпăкри çич тăшман

Темшĕн пире курайман,

Пĕр хисепсĕр хăварнă,

Çумкурăкне кăларнă.

Пирĕн ăру хăватне,

Авалтанпа ÿснине,

Чикнĕ çичĕ пучаха

Çичĕют вăрахлăха.

Ыр аш курăк сăмахне,

Хурланнипе тухнине,

Улăп тимлĕн тăнларĕ,

Кайран ăшра каларĕ:

— Ах, тупасчĕ вĕсене —

Ыр аш пучаххисене.

Тĕрĕслем-ха кашнине

Хам аллăмпа татнине.

Улăп ыр аш курăкне

Тытса суйлать пĕрерĕн,

Алли ылтăн темерĕн —

Тупрĕ ыр аш пĕрчине.

Вăл çав пĕрче, сыхланса,

Шурă пÿспе чĕркесе,

Хĕвне чикрĕ пăлханса,

Çухатасран шикленсе.

Умри хупах айĕнчен,

Чул муклашки хÿттинчен,

Калаçнийĕ илтĕнет,

Улăп ăнсăртран илтет:

— Пирĕн ыр аш пĕрчине

Улăп чикрĕ хăй хĕвне,

Ĕнтĕ мĕскер тумалла,

Пуш алăпах чупмалла.

Пĕрчĕ тĕшĕн хăватне,

Унăн имлĕх-сиплĕхне

Эпир анчах пĕлетпĕр,

Çавăнпа та йĕретпĕр.

Эх, ыр ашсăр пĕтетгтĕр,

Ним тума та пĕлместпĕр.

Анне чирлĕ, аптăрать,

Кам ăна халь сыватать?

Çав пĕр пĕрче аннене

Çитерсессĕн каçхине

Чирĕнчен хăтăлатех,

Арат сÿнсе лармастех.

— Ан кулянăр, кăткăсем,

Çĕр çинчи ĕçченçĕсем!

Пĕрчĕ парăп эп сире,

Сыватăрах аннĕре.

Пурнатăр пуль аякра,

Пĕр-пĕр пысăк купара.

Вăхăт каять вăраха,

Ман паталла тухăр-ха!

Ну, хăпарăр ман çине,

Пытансамăр çÿç айне,

Хăш еннелле каймалла,

Хăш çулпала утмалла?

Кăткăсем Улăпа хăйсен чирлĕ патшипе керменре пал-лаштараççĕ. Кăткă патши Улăпа ун йăхне хĕрхеннĕшĕн, пĕртен-пĕр ыр аш вăррине ăна чир-чĕртен хăтăлма панишĕн, хăйĕн патшалăхĕнчи кăткăсене ыр аш пĕрчине шырама кăларса ярать. Кăткăсем ултă пучахра ÿснĕ ыр ашăн ултă пĕрчине Йĕкĕт çырми вĕçĕнчен тупса килеççĕ те хăйсен патшине параççĕ.

Кăткă Патши Улăпа калать:

— Кирлĕ-курлă, купаллă,

Купи çумлă, хăйпайлă,

Ыр аш курăк вăррине

Тупса килчĕç улттăшне.

Уншăн-куншăн кулянма

Ĕнтĕ тек кирлех те мар.

Вĕсенчен те, тăрашсан,

Инкек-синкек тухмасан,

Тырпул пулĕ кăрманпа, —

Терĕ патша Улăпа. —

Ун чух вара чăваш та —

Эп суймастăп: чăнах та, —

Салма çийĕ савăнса.

Улăп-ача, пуç тайса,

Халь калать, хуравласа:

— Тав тăватăп чĕререн,

Кăмăл тулса çитнĕрен.

Сывă пулăр, сывалăр,

Чăвашсене ан манăр.

Хĕл те çитрĕ васкаса,

Çил-тăманпа ахăрса,

Çур та çитрĕ веçтерсе,

Хĕл хăватне çĕнтерсе.

Улăп ирех акара,

Ака пуçĕ алăра,

Суха тăвать, сÿрелет,

Хресчен ĕçне вăл пĕлет:

«Тем те пулĕ пурнăçра,

Тăшман урнă вăхăтра,

Сыхланакан кайăка

Тытман, теççĕ, хурчăка».

Улăп шутлать ăшĕнче

Акман ани пуçĕиче,

Ултă ыраш пĕрчине

Пайланă чух ирхине.

Вăл пĕр пайне ирхине

Лартрĕ сĕлĕ акиччен,

Тепĕр пайне каçхине

Акрĕ çырла пиçиччен,

Виççĕмĕшне — кĕркунне,

Çĕре шур тăм ÿкиччен.

Чăн малтанах акнине

Вăйлă çумăр, пăр çапать,

Иккĕмĕшĕн тăррине

Пуш пучах тухса ларать.

— Виççĕмĕш — çамрăк калча

Çумкурăкĕ пек анчах.

«Калча юлчĕ юр айне,

Мĕскер парĕ çуркунне?» —

Улăп шутлать ăшĕнче,

Шикленÿ ун пуçĕнче.

— Эй, халь Улăп, ан хурлан

Çăва тухсан, ху куран, —

Плиска калать мăнукне,

Чăмăртаса хăй çумне.

Кун иртет те каç пулатъ,

Хĕл иртет те çу пулатъ,

Улăп сăнать анине,

Тупать ыр аш курăкне.

Ыр аш курăк хăмăш пек,

Йăлтăртатать ылтăн пек,

Пучахĕсем партас пек,

Кашии пĕрчи йĕкел пек.

«Çичçĕр пĕрчĕ тыррăм пур,

Ăна акма çĕрĕм пур.

Çич çул ирттер, вăхăт пур,

Ăна чăтма вăйăм пур.

Çăлкуçсĕр кÿлĕ пулмасть,

Пĕрчĕсĕр пасман тулмастъ.

Çичĕ çултан çич пасман

Ыраш пĕрчи пулать ман.

Ун чух вара салмалăх

Çăнăх пулĕ хăналăх», —

Улăп тăрать савăнса,

Ĕмĕчĕпе çуталса.

IX

Пĕтĕм кĕтÿ Улăпа

Пулăшсанах пур вăйпа,

Улăп ирсĕр Алпаста

Çапса хуçрĕ вăрманта.

Улăп, килне таврăнсан,

Мунча хутса çăвăнсан,

Хăй амăшне ыталать,

Вăл унран çапла ыйтать:

— Анне, мĕнле эс пурăнан?

Çĕн хыпар-мĕн пур и сан?

Амăшĕ ун хаш! сывлать,

Хуйхăрса сăмах калать:

— Ывлăм, ялта санпала

Сăмах хушĕç ак çалла:

«Пурăнатпăр чиперех,

Курăнатпăр нитĕрех.

Сарпикесем, инкесем,

Тар юхтарса тăнисем,

Вутăш-юта савмарĕç,

Ун еркĕнĕ пулмарĕç.

Çавăнпа та халь пире

Вутăш памасть вут чĕртме,

Пурăнать хăй кÿлĕре

Чăвашсене пĕтерме.

Кăвар çуккă чăвашра,

Кăвайт çунмасть вучахра,

Пиçнĕ апат çакăнта

Тупаймастăн халь ниçта.

Ăна никам çĕнеймест,

Çавăнпа ют шикленмест,

Çÿрет пуçне каçăртса,

Чăвашсене хăратса.

Темшĕн вара таврара

Сăмах çÿрет чăвашра, —

Тĕрĕс-и вăл, суя-и,

Эс ун çинчен илтмен и?

Пур, тет, старик тĕнчере,

Лерке, теççĕ, путсĕре.

Чĕлхи вăрăм пулнăран

Вутăш хăрать çав çынран.

— Тĕтĕм тухмасть кăвайтсăр,

Сăмах вĕçмест сăлтавсăр, —

Тесен Улăп амăшне

Пĕлтерет хăй ĕмĕтне: —

Килте нумай тăманшăн,

Анне, каçар, тархасшăн,

Леркене ман тупмалла,

Унпа сăмах хушмалла.

Улăп çакать кутамкка,

Çул тытать вăл аякка,

Утать, çитет пĕр çĕре,

Ешерекен пĕр хире.

Унта ватă пăшисем,

Пăши çинче кайăксем,

Вĕсем йăва çавăрнă,

Чĕпсем пусса кăларнă.

Улăп утать мал енне,

Курать шурă чарлана.

Чарлан пулă тытасшăн:

Апат кирлĕ халь ăна.

Анчах умри пуллисем,

Вăлча сапма кайнисем,

Ват чарланран тараççĕ,

Хÿре çапсах кулаççĕ.

Чарлан сывлать хуйхăрса,

Сĕлекине юхтарса,

Улăп енне çаврăнса,

Сăмах хушать ахлатса:

— Улăп, мана итлесем,

Кирлĕ пулăп эп сана,

Кутамккунти апатна

Ума хурса çитерсем.

Улăп хăй те выçăрах,

Иртенпе çимен пачах.

Выç чарлана, мĕскĕне,

Пачĕ хăйĕн апатне.

— Улăп, хупа ил мана,

Кирлĕ пулăп эп сана, —

Терĕ Чарлан Улăпа,

Улăп утрĕ Чарланпа.

Улăп шыв ĕçме тăрсан,

Сасă пачĕ арăслан:

— Ĕçтерсем пуракунтан,

Çăвар типрĕ шыв çукран.

Мана çăлсан çав шывпа,

Çул кĕскетĕн эс манпа.

Шыв ĕçсенех арăслан,

Виçĕ хутчен йăвансан,

Ылтăнларĕ çилхине,

Çивĕчлетрĕ чĕрнине.

— Лар ман çине эс часрах,

Кунтан каяр хăвăртрах, —

Тет арăслан Улăпа

Аслати пек сасăпа.

Вĕсем пĕр кун каййине

Тепри йĕрлĕ уйăх халь,

Çавах та вăл хăй çулне

Кĕскетейĕ пит сахал.

Вĕсем курчĕç çул çинче

Хура пуçлă çĕлене,

Çав çĕленĕн куçĕнче

Пурнăç сÿнет хулленех.

Улăп чукмар çĕклерĕ:

— Çапса вататăп! — терĕ.

Çĕлен ăна тăнларĕ,

Кайран çапла каларĕ:

— Кирлĕ пулăп пурнăçра

Хăвна йывăр вăхăтра,

Вĕлериччен шăртанна

Хуçса пар-ха эс мана.

Улăп хуçать шăртанне,

Хурса парать çĕлене.

Шăрттан çĕлен пырĕнче,

Çĕлен тирĕ çĕр çинче.

Улăп тавра шăвăнса,

Çĕлен илет чашкăрса.

Хура пуçне каçăртса,

Сăмах хушать, лăплансан:

— Хурату çав Леш енче

Лерке ларать килĕнче;

Эс ăна килĕшсенех

Парĕ ху мĕн ыйтнине.

Килĕшмесен, сăнран ярать,

Тискер кайăк сăнне парать,

Выçăхтарса чунна илет,

Çанçурăмна хуçса силлет.

Юрас тесессĕн эс хăйне —

Кĕрес пулать Лерке патне

Çарамас мар, тумпа та мар,

Çуран та мар, утпа та мар,

Парнепеле, парнесĕрех,

Япалапа, нимĕнсĕрех.

Пĕр сăмаха, Лерке екки —

Те кунталли, те унталли.

Çав старике, сăх тăшмана,

Икпитлĕ ватсупнăна,

Килĕшмешкĕн ăстăн кирлĕ,

Халап-сăмах пултăр вирлĕ.

Лĕрке йăлт пире пĕтерчĕ,

Эх, мĕн чул вăл тертлентерчĕ!

Кам çармăсчĕ — кунта чар.

Мăкшăччĕ çак — халь арăслан.

Пушкăртчĕ эп — кунта çĕлен.

Эпир камне — ĕнтĕ пĕлен.

Тен, Улăп, ăстăну пулсан,

Çăлăн пире çак асапран.

— Ват Леркерен хăтăлма

Пĕлмелле пĕрле тăма,

Çавăнпа та паянран

Ан тухăр ман сăмахран.

Эс, арăслан, карăнса

Лерке патне утатăн,

Çĕлен, пĕрмай явăнса,

Ун çумĕнче шăватăн.

Улăп-ача саланчĕ,

Тумтиррине пытарчĕ,

Çĕлен тирне, миввине,

Çакса ячĕ хăй çине.

Çĕлен çине выртрĕ те,

Урисене тăсрĕ те

Арăслан урлă хуçлатрĕ,

Лерке патне çул тăсрĕ.

Ват чарланĕ аллинче,

Тумтирĕсем пуç çинче,

Тĕлĕнмелле кашнинчен —

Пĕр туртара пулнинчен.

Улăп Лерке ÿплинче,

Хуçи шутлать ăшĕнче:

«Аçтан тухрĕ çак хăна?

Килĕшет пек вăл мана:

Ни çарамас, ни тумпа,

Ни çуран мар, ни утпа,

Парнипе вăл çунатех,

Ашак пулса куратех. »

— Лерке мучи, каçарăр,

Мана парне партарăр, —

Терĕ Улăп. — Вăт сана

Парне парап, тыт ăна!..

Улăп Лерке умĕнче

Вăшт! вĕçтерчĕ Чарлана.

Чарлан пĕлĕт айĕнче,

Тытаймастăн халь ăна.

— Ай-ай, — терĕ Улăпа

Ватă Лерке. — Ут манпа.

Иккĕн хĕвел аниччен

Калаçăпăр сан çинчен.

Анчах ун чух сăмаху,

Тĕлĕнмелле юмаху,

Вăрăм пултăр Атăлран,

Кĕске пÿлтăр ункăран.

Хытаратăп: эс асту,

Шыв пек юхтăр сăмаху.

Пĕр чăн сăмах ан кала —

Ăстăну палăрмалла.

Эп хушнине тăвайсан,

Тус та пулăн эсĕ ман.

Ун чух вара мĕн ыйтан,

Çавна илĕн эс манран.

Килĕшмесен, ан хурлан,

Ватă ашак эс пулан,

Пиçен çисе çÿретĕн,

Ун тутине пĕлместĕн.

— Янă чух халап-юмах

Эс, мучи, мана ан пÿл.

Кăшт кăна чарсассăнах —

Мĕн ыйтнине панă пул.

Халь итле эс тăрăшсах,

Ним сăмахсăр шăп анчах...

Лаша çине выртрăм та,

Алла пуртă тытрăм та

Кайрăм эпĕ вăрмана...

Итлетĕн-и эс мана?

— Итлеп, ачам, итлетĕп,

Çаплах пулнă, пĕлетĕп.

— Пăхап çĕре тинкерсе,

Куçа-пуçа çиçтерсе,

Лашан кайри урине

Турат касса татнă та

Йăвантарнă ĕшнене.

Лаша çинчен антăм та,

Ват çăкана аврăм та

Вĕрен яврăм хупăран,

Сан пек ăстаç пулнăран.

Лашан кайри урине

Туртса çыхрăм вĕренпе,

Утлансанах ут çине

Яра патăм сиккипе.

Çитрĕм эпĕ пĕр çĕре, —

Пулать-çке çав, чĕмере! —

Хĕвел пăхать çич енчен,

Анса ларать виç енчен.

Вăт, çавăнта, чăнах та,

Лерке мучи, пĕр ялта

Куртăм сана, ват çънна...

Итлетĕн-и эс мана?

— Итлеп, ачам, эп итлеп,

Хам та сана курнă теп!

— Ялта сана ак çапла

Ярса илнĕ сухалран,

Унталла та кунталла

Сĕтĕреççĕ вуннăн тан.

Ашак, теççĕ, вĕт сана,

Сана кÿлчĕç васкаса,

Тислĕк хунă çунава

Эс туртатăн тăрăшса.

Чăнах та çав, ашаклах

Эс ĕçлерĕн çавкунне,

Сысна айсарăмне

Эс çуларăн йытăллах.

— Эс суятăн! Нихçан та

Эпĕ пулман вăл ялта,

Мана кÿлмен ашакла,

Ма суятăн касмакла?!

— Эпĕр сăмах татнăччĕ...

Эсĕ картран тухнăран,

Мана пÿлсе пынăран,

Халап-юмах татăлчĕ.

Сăмах патăн — пурнăçла,

Мĕн ыйтнине тумалла.

Чăнах айван пулнăран

Астăн ыйтап, пулăшсам,

Вутăша тĕп тутарсам,

Вутăш пирки кăвайтсăр

Чăваш пурнать савнăçсăр.

— Саккăр сăвать чее куç,

Сан çавра пуç — тилĕ пуç, —

Терĕ Лерке лăплансан,

Кавир çине вырнаçсан. —

Килĕшетĕн эс мана,

Пулăшмаллах ман сана.

Вутăш манран ватăрах,

Асамлăхпа вăйлăрах,

Эп мĕн хушап — тумалла,

Ун шалчине тупмалла.

Сан малалла утмалла,

Темен умне тухмалла.

Унта вунултă кермен,

Тăват тăрăллă Темен.

Хĕвел пурнать амăшпе,

Ялан пĕрле, ĕмрипе.

Эсĕ хĕвел амăшне

Юрасанах керменре

Сарă хĕвел татăкне

Сана парать Теменре.

Сарă хĕвел таткипех

Чăваш çĕрне çитсенех,

Хĕвел вăйне сиссенех

Вутăш тарĕ йăхĕпех.

Мĕн пĕлнине каларăм,

Пĕччен утма çул вăрăм,

Юлташусем çын пулччăр,

Санпа пĕрле çул тытчăр!

Улăп каллех çул çинче,

Юлташĕсем хушшинче,

Юлташĕсем-йĕкĕтсем —

Вăйпиттине çитнисем.

Темен умне тухиччен,

Çут кермене кĕриччен,

Виç хут шыва путрĕçĕ,

Çич хут вутра çунчĕçĕ.

Вĕсем кĕчĕç кермене,

Курчĕç хĕвел амăшне.

Улăп чăваш хуйхине

Йăлт пĕлтерчĕ ун чухне:

— Эпĕ килтĕм чăвашран

Унта кăвайт çуккăран...

Хĕвел амăш, ĕненсем,

Çапла манăн сăмахсем:

Суйсан — юлам пĕр сассăр,

Хĕрарăмсем айăпсăр.

Пур çĕрте те тĕнчере,

Вĕсем пурте хисепре,

Вĕсем пекки, чăнах та,

Хакли çуккă, туршăн та.

Майне-мĕнне пĕлеççĕ,

Вĕсем пурнăç параççĕ,

Вĕсем сĕм-сĕм авалра

Тырă акма чухланă,

Вĕсем çăкăр-тăвара

Пĕçермешкĕн пултарнă.

Вĕсем ăшă-сивĕрен

Пурăнма çурт ларттарнă,

Вĕсем намăс-симĕсрен

Тумланмашкăн ăс панă.

Самай йывăр хуйхăра

Çухатмаççĕ тăнпуçне,

Самай савăк пурнăçра

Манаймаççĕ инкекне.

Вăт халь вĕсем чăвашра

Ачи чирлĕ вăхăтра

Вутăш патне каяççĕ,

Ун мăшкăлне кураççĕ

Кăшт кăвайтшăн, чăтма çук.

Хĕрарăмра айăп çук.

Суйсан — мана çĕр çăттăр,

Хĕрарăмсем айăпсăр.

Эп — хĕрарăм ачийĕ, —

Мана анне çуратнă,

Унăн йывăр хуйхийĕ

Ман чĕрене амантнă.

Хĕвел амăш, Вутăша,

Вилме маннă Ютăша,

Хуса яма пулăшсам,

Пире кăвайт партарсам!

— Улăп, эсĕ, чăнах та,

Хĕрарăмран çуралнă,

Сăнран ача пулсан та,

Ун хуйхине ăнланнă, —

Хуравларĕ кăмăлпа

Хĕвел амăш Улăпа. —

Сарă хĕвел катăкне

Партаратăп ирхине,

Çав катăкпа Вутăша,

Тăнран кайнă Ютăша,

Хуса ярăн самантрах.

Кайран кашни вучахра

Кăвайт çунĕ, ан хăра.

X

Улăп киле таврăнсан,

Апат çисе тăрансан,

Калаçнă, тет, хумханса,

Аслашшĕне асăнса:

— Ват асатте килĕнчен

Вăрăм çула яриччен

Мана çапла пиллерĕ:

«Кукамуна кур», — терĕ.

Ват кукамай пурнать-ши?

Ана тупма пулать-ши?

Кукамая курасчĕ,

Кучченеçсем парăсчĕ:

Пур шăрттан та, çăнăх та,

Шăрçа пуçлă çăпата.

Эп пĕлетĕп: ватлăхра

Сана манăн пăхмалла.

Анчах тăтман таврара,

Ăна ман тĕп тумалла,

Каçар, анне, ывăлна!..

Кукамая курмашкăн,

Унпаа сăмах хушмашкăн

Пиллĕхне эс пар мана.

Эсĕ мана пиллесен

Эпĕ пулăп пин çуллăх,

Сан пиллĕхне илмесен —

Эпĕ пулăп çур кунлăх!

Карчăк сывлать хуйхăрса,

Ачипеле калаçса:

— Пиллĕх сана, ывăлăм,

Чĕре татти, Улăпăм!

Манăн паян вилмелле,

Вилсен çĕре кĕмелле.

Унччен сана, ыр сунса,

Хăварас-ха ĕç хушса.

Халех мана çăвăнма,

Кирĕксене кăларма

Мунча хут-ха васкаса,

Çĕре кĕрес çăвăнса.

Мунча кĕрсе тасалсан,

Шурă кĕпе тăхăнсан,

Кăвак çÿçе турасан,

Аллăмсене лăст хурсан,

Пит аякран, инçетрен,

Çут çеçенхир леш енчен,

Асар-писер çилпеле

Кĕмĕл тупăк килмелле,

Ман çавăнта выртмалла,

Çĕр айнелле путмалла.

Эпĕ путнă вырăнта

Тимĕр карта çавăр та

Хурал ларсам çавăнта.

Темле хăруш пулсан та,

Тимĕр карта ăшĕнчен

Ан кай виçĕ талăкчен.

Виçĕ талăк иртсессĕн,

Шăпчăк юрри илтсессĕн,

Эсĕ мана хăварсам,

Кÿлĕ енне уттарсам.

Унта питне çумалла,

Ман пата сан пымалла.

Улăп кайрĕ хурланса,

Вĕри куççуль юхтарса,

Пуçне тытрĕ аллипе,

Хуйăх пусса илнипе.

Кайран, чунне пусарса,

Чупа-чупа, васкаса,

Муклашкасем пуçтарчĕ,

Мунча хутса çунтарчĕ.

Çитмĕл çичĕ хурăнтан

Милĕк çыхрĕ чăн малтан,

Кайран утрĕ васкаса

Алтăр илме мăн лаççа.

Мăн алтăрĕ пĕр хăех

Çирĕм пасман таятех.

Такани те пĕчĕк мар,

Тĕлĕнмелле пит капмар.

Çав такана варрипе

Ишме пулать кимĕпе.

Карчăк кайрĕ мунчана,

Ак пуçларĕ çăвăнма;

Милкипеле пĕр кана

Вăл кантарчĕ ват шăмма.

Киленмелле çăвăнчĕ,

Алшăллипе шăлăнчĕ,

Илчĕ кĕмĕл турине

Турамашкăн шур çÿçне.

Шурă кĕпе тăхăнсан,

Вут хĕвеле пуç тайсан,

Аллисене лăст хурать,

Йĕри-тавра пăхкалать.

Шăнкăр кăнтăр кунĕнчех

Хĕвел хăвăрт пытанчĕ,

Уяр тăнă çĕртенех

Çиçĕм çиçме тытăнчĕ.

Кĕр-кĕр кĕрлет аслати,

Пĕтĕм тĕнче чĕтренет,

Улăпсен мăн килкарти

Çил-тăвăлпа кисренет.

Авăнаççĕ юмансем,

Çĕр çул ытла ÿснисем.

Таçтан, сăртсем хыçĕнчен,

Шăпăр сасси хутшăнчĕ.

Çиçĕм çиçрĕ ик енчен —

Кĕмĕл тупăк курăнчĕ.

Карчăк тĕлне çитрĕ те

Тупăк анчĕ çĕр çине,

Карчăк кĕрсе выртрĕ те,

Тупăк путрĕ çĕр айне.

Тупăк путнă вырăнта

Улăп çавăрчĕ карта,

Йывăçран мар, йăллапа,

Алри тимĕр туяпа.

Улăп вĕри куççулĕ

Юхрĕ ун чух тем чухлĕ:

Сылтăм куçран юхнисем —

Аслă Çавал пулчĕçĕ,

Сулахайран юхнисем —

Кĕçĕн Çавал пулчĕçĕ.

Тăлăх-турат хуйхине

Нимĕнле те виçме çук,

Çĕре путнă амăшне

Ним туса та чĕртме çук.

Е эсремет, е шуйттан,

Хытă улать кашкăртан,

Çамрăк хăрăк-турата сиксе,

Тимĕр карта хăватне

Пĕтересшĕн çĕмĕрсе,

Анчах карта парăнмасть

Шуйттана вăл çывхартмаç.

Эсреметпе ват шуйттан,

Хаярланса çитнипе,

Ыткăнаççĕ мăн çăлтан

Ватă юман хушшипе.

Юмансене кăклаççĕ,

Пĕлĕт çине переççĕ,

Тăвăллă çил пулаççĕ,

Кÿлĕ çийĕн вĕçеççĕ.

Асамăçĕ пĕр енче

Тинĕс пулса выртăнчĕ,

Тимĕр карта умĕнче

Шавламашкăн тытăнчĕ.

Сăрт пек хумсем кăларса

Çĕре çапса ватĕччĕ,

Картана йăлт салатса,

Карчăк ÿтне çăтĕччĕ.

Тимĕр карта патĕнче

Тĕнче тăрать кĕрлесе,

Тимĕр карта варринче

Улăп ларать тĕлĕнсе.

Кун иртет те каç иртет,

Виçĕ талăк та çитет;

Таçтан питĕ аякран

Автан сасси илтĕнет,

Вара тимĕр картаран

Мĕнпур усал сирĕлет.

Ылтăн хĕвел çутатса

Ашăтмашкăн тытăнчĕ,

Кайăк-кĕшĕк янратса

Юрламашкăн пуçăнчĕ.

Пирĕн Улăп та часах

Кил еннелле талпăнчĕ,

Килне çитрĕ те йăлтах

Çĕнĕ тумтир тăхăнчĕ.

Алла туя тытрĕ те

Улăп тухрĕ çул çине,

Анчĕ кÿлĕ хĕррине.

Кĕпер çине кукленчĕ,

Умри шывран тĕлĕнчĕ:

Кÿлĕ шывĕ чÿхенет,

Кассăн-кассăн çиçĕнет,

Алă çине хăй юхать,

Улăп питне хăй çăвать.

Кĕсле кĕвви янрасан,

Шур алшăлли кăларать,

Улăп унпа шăлăнсан,

Чипер каччăн вăл тăрать.

Çурхи çутă хĕвелле

Сăнĕ-пичĕ курнать-çке,

Çÿлти кăвак пĕлĕтле

Кăзак куçĕ çунать-çке.

«Хирти кăлкан евĕрлех

Акă аннен вилтăпри,

Тăпри çăмăл пултăрчи», —

Терĕ Улăп ăшĕнче,

Вут пек мăкăнь умĕнче.

Сарăлчĕç ун çеçкисем —

Ылтăн арча курăнчĕ,

Улăп кăштах тĕкĕнсен,

Ылтăн арча уçăлчĕ.

Улăп пăхать арчана,-

Пурçăн çăмха вăл курать,

Илме тăрать вăл ăна —

Çăмха вăрмана кусать.

Пурçăн çăмха йĕрĕпе

Улăп утрĕ вăрмана.

Çăмха пырать сиккипе,

Ăçтан тытăн халь ăна!

Ватă юман кутĕнче

Çăмха тăпах чарăнчĕ,

Темле шăтăк умĕнче

Иккĕ-виççĕ çаврăнчĕ,

Шăтăкалла кĕриччен

Çиçĕнчĕ çичĕ хутчен.

Çăмха хыççăн Улăп та

Кĕрсе кайрĕ çавăнта,

Çĕр айĕнчи çулпала

Улăп утрĕ малалла.

Кайсан-кайсан, пĕр çĕрте

Пырса кĕчĕ çĕрпÿрте.

Пÿрчĕ таса, çап-çутах,

Стенисем йăлт кĕмĕлтен.

Пÿлĕм урлă каçсанах,

Сас илтĕнчĕ пĕр çĕртен.

Улăп уçрĕ алăкне,

Ват юманран тунине,

Курах кайрĕ: мал енче,

Чултан тунă сак çинче,

Ларать карчăк, ватăскер,

Юр пек шурă çÿçлĕскер.

— Мăнле, ăçтан, мĕн майпа,

Ывлăм, килтĕн эс кунта? —

Ыйтрĕ карчăк ват саспа.

Çын килменни ман пата,

Чăнахах, нумай пулать.

Улăп карчăк умĕнче

Шăппăн-шăппăн пуç таять,

Унтан карчăк çумĕнче

Вăл çапла сăмах калать:

— Аннен вилтăпри çинче

Мăкăнь чечек çурăлчĕ,

Мăкăнь чечек ăшĕнче

Ылтăн арча курăнчĕ.

Эпĕ пăхрăм арчана —

Курах кайрăм çăмхана,

Илме тăтăм та ăна,

Çăмха тарчĕ вăрмана.

Çăмха хыççăн килтĕм те

Çитсе кĕтĕм çак пÿрте

Кукамайпа тĕл пулма,

Пĕрле ларса калаçма

Мана хушрĕ асатте.

Плиска ятлă вăл, çÿлте.

— Аслаçу Плиска-и санăн?

Апла эс мăнук-и манăн? —

Карчăк ÿкрĕ хыпăнса,

Улăп кайрĕ савăнса:

— Ах, кукамай, кукамай!

Кунта лайăх çитнĕ май,

Кучченеçе эс тыт-ха,

Çапла кăмăл тăвар-ха.

Акă шăрттан, çăпата,

Салма валли çăнăх та.

Улăп сисрĕ: кучченеç

Кукамăшне кăмăллă,

Кумамăшпе сăпайлă

Калаçмалли юлчĕ çеç.

Кукамăшĕ, кăшт тăрсан,

Шур çĕлĕкне тăхăнсан,

Кушаккине йыхăрчĕ,

Арча илсе тухтарчĕ.

Арча ларать çуталса

Çурхи ылтăн хĕвелле,

Улăп тăрать хумханса

Çул хĕрринчи чечекле.

Ылтăн арча уçăлать

Кĕмĕл саслă кĕввипе,

Карчăк тути йăл кулать

Уç арчана курнипе.

— Аçупала аннÿне

Пулăшнă эп сахал мар,

Ак сана та малашне,

Йывăр килсен, манас мар.

Вара тепĕр самантран

Чаплă ылтăн арчаран

Ылтăн уçă кăларать.

Улăп çывăхне пырсан,

Хăй шухăшне вăл калать:

— Эп çакăнта, çĕрпÿртре,

Пин-пин çулсем пурăнап,

Çĕр айĕнчи тĕнчере

Ятлă-сумлă шутланап.

Хура халăх кÿççульне

Тумлам-тумлам пуçтартăм,

Çĕр кăшăллă пичкене

Яра-яра тултартăм,

Куççульпеле хуйхине

Эпĕ пĕрле пăтратрăм.

Ана йÿçсе вăй илме

Нумай çĕр çул кирлĕччĕ,

Йÿçсе çитсен ĕçтерме

Кирлĕ çынна кĕтнĕччĕ.

Куççуль сиксе йÿçиччен

Пысăк нÿхреп чавтартăм,

Тăшман тавраш сисиччен

Ылтăн çăра тутартăм.

Унăн ылтăн уççине,

Уйăх çурă тунине,

Пытартăм çак арчана.

Питĕрнĕ чух эп ăна

Сăмахпала хытартăм,

Акă çăпла каларăм:

«Ылтăн арча, хуçа пул,

Ан уçăлах тăшманшăн,

Эс сыхлакан хаклă мул

Темрен хаклă чăвашшăн.

Чăваш халăх куççулĕ —

Ун пек куççуль çук пулĕ —

Йÿçсе вăйне илсенех,

Ĕçме вăхăт çитсенех,

Ĕçтересшĕн эп ăна

Хам суйланă пĕр çынна.

Çав куççуле ĕçекен

Ялан ăспа çÿрекен

Тÿрĕ чунлă пулмалла.

Чĕри тапми пуличчен,

Таса куçĕ сÿниччен

Ун халăхшăн тăмалла.

Ана ĕçнĕ çын чунтан

Туйĕ халăх хуйхине,

Вăйĕ пин хут ÿснине

Туйĕ вăл çав самантран.

Эсĕ ун пек пуласси

Кучченеçрен курăнчĕ,

Илсем, мăнук, çăраççи,

Вăл сан енне куçăнчĕ.

Кайса уçар нÿхрепне —

Ятарласа тунине.

Сана, вăйлă çын пулма,

Ĕçтерем çав имçама.

Йуçĕк куççуль-имçама

Ăсрĕ Улăп чĕреспе,

Ăна ĕçрĕ вăйланма —

Сывламасăр, тĕшшпе.

— Юнăм кайрĕ вĕресе,

Ăшăм килчĕ пĕçерсе,

Чĕремре тем уçăлчĕ,

Тăнăм-пуçăм çуталчĕ.

Çав пуçăмри çутăпа

Куçсăрах эп курмалла,

Туйăмпа та ăсăмпа

Хăватлантăм пулмалла.

— Ĕç-ха тепĕр чĕресне,

Хам аллăмпа ăснине!

Улăп ĕçет имçамне,

Кукамăшĕ панине.

— Акă, — тет вăл, карăнса

Икĕ хулне вылятса, —

Вĕçсĕр вăй кĕрет мана,

Халь çĕнтерăп шуйттана.

— Ĕç-ха тата теприне, —

Терĕ карчăк мăнукне.

Тепĕр чĕрес тултарса

Ĕçрĕ Улăп имçама,

Ĕçсенех вăл, ÿт хушса,

Ак пуçларĕ сарăлма.

— Халь эп ĕнтĕ, кукамай,

Калатăп-ха сăмах май,

Аркататăп сăртсене,

Вуник пуçлă çĕлене.

Кукамăшĕ, йăл кулса,

Çапла хучĕ каласа:

— Çитĕ, урăх кирлĕ мар,

Усетĕн-ха, ÿсетĕн,

Пулăн вăйлă та патвар,

Ват хырсенчен иртетĕн.

Ĕçÿ, тăну ку чухне

Пултăр халăхшăн ялан,

Паттăр вăю малашнее

Тăван çĕршĕн пултăр сăн, —

Терĕ карчăк Улăпа

Хытă, çирĕп сасăпа,

Пиллĕх пачĕ ыр курма,

Ыр ĕç туса пурăнма.

Улăп, ăна тав туса,

— Рехмет, — терĕ пуç тайса.

Ылтăн сарнă пÿлĕмрен,

Мăн капан пек çÿпçерен

Карчăк пачĕ мăнукне

Тĕрленĕ шур сăхманне,

Капăрлатнă çăпата,

Ахахĕ те пур унта.

— Ку сăхманпа çăпата

Каяççĕ-и кăмăлна?

Вĕсем аçун. Тахçанах

Вăл хăварчĕ çакăнта —

Упрамашкăн ман пата.

«Пар, — терĕ, — кирлĕ çынна».

Халь паратăп эп сана.

Çак сăхманпа çăпата

Сана сыхлĕç мăн çулта —

Унтан, Улăп кайиччен,

Карчăк хăйĕн шур çÿçне

Касрĕ те пуç тÿпинчен,

Пĕрчĕ-пĕрчĕшерĕнех

Хисеп ятсем шутласа,

Ункă евĕрлĕ туса»

Чикрĕ пĕчĕк хутаçне,

Çакрĕ Улăп мăйĕнчен,

Улăп тухса кайиччен

Калать хăйĕн сăмахне:

— Çулу пулать тикĕс мар,

Тÿсмелли те сахал мар.

Çак хутаçра çÿç пĕрчи

Çитмĕл çиччĕ, илтрĕн-и?

Вăю пĕтсен-чаксанах

Пĕр пĕрчине хутаçран

Эс кăлар, çунтар, кайран,

Çунса пĕтсессĕн йăлтах, —

Эсĕ пул кирек ăçта —

Çÿç пĕрчийĕ авăкран

Вĕçсе çитĕ ман пата.

«Ват кукамай, пулăшсам,

Хура халăх, ан мансам», —

Тесе чĕн те эс мана,

Хăвăрт пулăшăп сана.

Халăхпала пулсассăн,

Никам айне пулмастăн,

Ман пиллĕхрен тухмастăн,

Ялан сывă юлатăн;

Çунмăн эсĕ вутра та,

Путмăн эсĕ шывра та.

Чăваш халăх хушшинчен

Виçĕ паттăр тухмалла,

Çав виç паттăр шутĕнчен

Эс чи вăйли пулмалла.

Çĕрпÿ-паттăр тыткăнра,

Ăна сан халь çăлмалла,

Сикпăрçа пит аякра,

Сан ăна та тупмалла.

Çĕрпÿ-паттăр тамăкра —

Туçи сăрчĕ айĕнче,

Нумай пин çын асапра

Халь çав сăртăн тĕпĕнче.

Çак сăмахпа Улăпа

Карчăк ячĕ ăсатса,

Пысăк, вăйлă утăмпа

Улăп утрĕ ярăнса.

XI

Улăп-паттăр çĕр çине

Хăпарсанах ирхине

Тĕрĕслерĕ хăй вăйне:

Çĕр çул ÿснĕ юмана

Тăпăлтарчĕ вăшт кăна.

Ун чух, сисмен хушăрах,

Улăп ÿсрĕ самантрах

Сĕм вăрмантан çÿллĕрех,

Калей сăртран пĕчĕкрех.

Уй тÿпине çитсенех

Тумланас шут килсенех

Асăнать вăл амăшне.

Унтан ларать çĕр çине,

Çăпатине кăларса,

Ура сырать васкаса.

Çăпати ун сар чĕнрен,

Пуçĕсене çул енчен

Шăрçаланă мерченпе,

Илемлетнĕ кĕмĕлпе.

Сăхманне вăл тăхăнать,

Савăннипе йăл кулать;

Çитмĕл çĕвĕç çĕленĕ,

Пурçăн çиппе тĕрленĕ.

Юхса выртан Атăла

Эрешленĕ ун çинче,

Тĕлĕнмелле вĕт пулла

Курма пулать шывĕнче.

Сăхман умне, пĕр тĕле,

Пин-пин тĕслĕ çиппеле

Эрешленĕ хир сăнне,

Чăваш ялĕн илемне.

Унта хĕвел тухнă чух

Сарă автан автать-Çке,

Кĕтÿç иртсе пынă чух

Сар хĕр кулса тăрать-çке.

Çĕрпÿ-паттăр тыткăнра

Сисет Улăп утнине,

Ал-уринчи сăнчăра,

Аллă пасман туртнине,

Турта-турта татасшăн,

Сăрт айĕнчен тухасшăн.

Анчах сăнчăр парăнмасть,

Татăлма та шутламасть.

Çĕрпÿ-паттăр кăшкăрса

Чĕнет çăлма тыткăнран,

Улăп çавна тăнласа

Хăпарать пĕр лапамран.

Улăп пысăк юмана

Тăпăлтарчĕ пĕр сăртран,

Ирткелерĕ те ăна —

Тукшан пулчĕ юманран.

Йăтса çапать тукшанне,

Ку каять ун кăмăлне:

Вăл тĕреклĕ, авăнмасть,

Çапсассăн та хуçăлмасть.

Улăп тăвать пĕр утăм —

Хыçа юлать çич çухрăм.

Пырса çитрĕ сăрт патне,

Кĕмелле халь сăрт ăшне,

Анчах шăтăк курăнмасть,

Алăк-хапха палăрмасть.

Улăп тарăн шухăшпа

Ларчĕ пысăк чул çине,

Чулĕ путать йывăрпа —

Шăтăк пулать хайхине.

Сăрт ăшĕнчен чашкăрса,

Виçĕ пуçне каçăртса,

Тухрĕ çĕлен виркĕнсе,

Вут-çулăмне сирпĕтсе.

Вăл, тухсанах, Улăпа

Çунтармашкăн ыткăнчĕ,

Чанкăр-чанкăр сăнчăрпа

Явкалама тытăнчĕ.

Урлă-пирлĕ çаврăнса,

Шăлĕсене шаккаса,

Шăхăрать те ахăрать,

Улăпа вăл кăшкăрать:

— Сана никам йыхăрман,

Ма эс килтён сулланса?

Кунта эс ним çухатман,

Мĕн çÿретĕн шăршласа?

Çĕлен шăвать чашкăрса,

Улăпа кĕç çăтасла,

Вут-хĕм сапать ахăрса,

Пурте çунса каясла.

Анчах çав вут-çулăмран

Улăп ним те шикленмест,

Кукамăш пиллĕх панăран

Шур сăхмана вут тивмест.

Çапрĕ çĕлен Улăпа

Çитмĕл хăлаç хÿрипе,

Улăп ăна çăмăллăн

Сирсе ячĕ аллипе.

Вăл çĕклерĕ тукшанне,

Ват юманран тунине.

Тукшан анчĕ шăхăрса,

Çĕлен пуçне лапчăтса.

Улăп вилнĕ çĕлене

Сирсе ячĕ аякка,

Кĕрсе кайма çĕр айне

Вăл тасатре шăтăка.

Сăрт ăшнелле кĕнĕ чух

Хĕрĕх алăк уçăлчĕ,

Шала кĕрсе çитнĕ чух

Хĕрĕх алăк хупăнчĕ.

Аялта, сăрт тĕпĕнче,

Симĕс çулăм ялкăшать,

Симĕс çулăм варринче

Çĕрпÿ-паттăр йынăшать.

Çĕрпÿ-паттар мăн сăрта

Йăтса тăрать çурăмпа,

Ялкăшакан хĕм-вута

Сÿнтересшĕн вăл тарпа.

Çĕрпÿ-паттăр Улăпа

Кĕтсе илчĕ сăмахпа:

— Ялкăшакан çулăма

Хăватăм çук сÿнтерме,

Çурăм çинчи сăртăма

Вăйăм çитмест тÿнтерме.

Ан тив-ха эс çав вута,

Аркатмашкăн кăшт тăхта:

Ялкăшакан кăварсем

Вĕсем пурте этемсем.

Мана çăлма çакăнта

Вĕсем килнĕ — çак сăрта,

Тимĕр тылă кашнинне

Сÿслентернĕ ÿт-певне.

Халĕ вĕсем çунаççĕ,

Анчах çунса пĕтмеççĕ.

Мана çăлас тесессĕн,

Çак сăнчăра татсамăр;

Ана татса персессĕн,

Сăрта тĕртсе ярсамăр.

Улăп икĕ аллипе

Ярса илчĕ сăнчăра,

Ана мĕнпур вайĕпе

Вăл татасшăн туххăмра.

Анчах сăнчăр татăлмасть,

Çил пек пулса тăсăлать,

Улăп ăна пăрахмасть,

Турта-турта çăмхалать.

— Эх, халь хачă тупасчĕ,

Касасчĕ те татасчĕ, —

Терĕ Улăп аптраса,

Çăмха çине кăтартса.

— Хачă кирлĕ пулсассăн,

Чав эс çĕре аллупа,

Пĕр-икĕ шит чавсассăн,

Курăн ăна куçупа, —

Сасă илтĕнчĕ таçтан, —

Çĕр кисреннĕн туйăнчĕ.

Улăпăн, сас янрасан,

Вăйĕ татах хушăнчĕ.

Тăпра хÿме арканать,

Çĕрпÿ-паттăр кăшкăрать:

— Сасă сана улталать,

Вăл халь санран мăшкăллать!

Унта хачă тупаймăн,

Тимĕр тылла кураймăн.

— Хачă ăçта выртнине

Эпĕ пĕлтĕм халь тинех, —

Терĕ Улăп кăшт тăрса,

Сасă енне çаврăнса.

Вăл аптраса тăнăран

Такам кулма тытăнчĕ,

Тусан вĕçсен шăтăкран

Ватă Тивре курăнчĕ.

Ларать Тивре мал енче,

Капмар шур чул хушшинче,

Хÿрине пăркаласа,

Çавраçилсем кăларса.

Улăп, çĕре чавас пек,

Хăй умнелле пĕшкĕнет.

Тивре кĕçех ташлас пек

Хуçкаланма пикенет,

Тылă çине утланса,

Шăлне йĕрме тытăнăть,

Улăп патне ыткăнса,

Ăна хулран çыхăнать.

Улăп ватă Тиврене

Ярса илчĕ хулĕнчен,

Çăмхаланă çиппине

Сутрĕ хăйне çитиччен.

Чăркать çиппе Тиврене

Унтан çăмха тăвас пек,

Тивре сикет чул çине

Чултан хăйăр тăвас пек.

— Айта, çĕр чав! Чавмасан,

Пуçна çурап тукшанпа,

Халех хачă тупмасан

Тытса тыллап тылăпа!

Тивре чавнă çĕр çинче

Улăп курать пĕр енче

Вăрăм хачă выртнине,

Ăна илет аллине.

Çĕрпÿ çинчи сăнчăра

Улăп касрĕ хачăпа,

Тиврене те вăл вара

Ыткăнтарчĕ тапкăпа,

Тылă патне васкарĕ,

Ăна çапса аркатрĕ.

Туçи сăрчĕ куçăнчĕ,

Икĕ пая уйрăлчĕ,

Çĕрпÿ-паттăр пĕр пайне

Йăвантарчĕ сăрт çине,

Улăп-паттăр теприне

Сирчĕ айлăм хĕррине.

Туçи сăрчĕ йăвансан,

Тамăк вутти сÿнчĕ-çке,

Çĕрпÿ-паттăр ал çупсан,

Вутсем çынсем пулчĕç-çке.

Улăп Çĕрпÿ-паттăрпа

Хăпарчĕ те ту çине

Уçă-уçă асăпа Вăл каларĕ сăмахне:

— Туçи сăрчĕ тĕпĕнчен,

Çунакан вут хушшинчен,

Пĕр ывăç чул пуçтартăм —

Пурĕ вăтăр икĕ чул.

Вĕсем чунлă — ăнлантăм,

Çуннă, çуннă нумай çул,

Пулса выртнă катăк чул.

Сăнчăра та эп туртса

Çăмхаларăм çип туса,

Курăр, халăх, çавсене

Ывăтатăп кай енне,

Çак вăрманлă çĕр çине,

Курăр мĕскер пулнине!

Улăп печĕ чулсене

Сĕм-сĕм вăрман хушшине,

Ун хыçĕнчен çăмхине

Вăркăнтарчĕ уй енне.

Сапаланчăк вак чултан

Вăтăр ик ял пуçланчĕ,

Çип çăмхи пек сăнчăртан

Мăн юханшыв хускалчĕ.

— Вăтăр ик ял чулсенчен

Сĕм вăрманта пулчĕçĕ,

Вĕсене пин-пин çулччен

Паттăр ялĕ тейĕçĕ.

Авкаланчăк çут шывне

«Ункă» ятне хурĕçĕ,

Мĕншĕн тесен сăнчăрне

Ункăсенчен тунă-çке.

 

XIII

Ват тимĕрçĕ Асамат

Каçа пăхман, хăямат,

Çумне лартнă Улăпа,

Сăмах ваклать вăл унпа:

— Ку тарана çитиччен

Емĕт-шухăш ман çапла:

Тăвасчĕ хам виличчен

Тимĕр сăртран япала.

Анчах сăрта хам лаççа

Илсе килме пулмарĕ,

Вăт çав мана, ăстаçа,

Анăратса хупларĕ.

Тимĕр сăрта яш чухне

Илме кайрăм çуркунне —

Ытла айван пулнăран

Пит хĕрелчĕ намăсран.

Манăн йăла ак çапла:

Ĕçе пĕр хут тумалла!

Çавăнпа та ун патне

Эп каймарăм сыв чухне.

— Эй, мучи, эс ан кулян,

Сăмахăма эс ăнлан,

Халех кайăп вăл енне,

Пĕлĕп çав ту мĕнлине.

Улăп Тимĕр ту патне каять. Ăна вăл, хăй йăтма тăрсан, аялтан сăнчăрланине туйса илет, вара çав сăнчăр тăрăх çĕр айне анать.

Тамăк хуçи — мăчавăр —

Сас-хурара сутъявăр —

Шăлне йĕрсе ларнине

Улăп чăтмасть малашне.

Çăмламаслă шуйттана

Ярса илет, лăх кăна!

Тытать ăна кăкринчен,

Силлет çĕр чĕтрениччен,

Янклаттарать хăлхинчен

Çине-çинех ик енчен,

Шăнăçайман тарăхпа

Ыткăнтарать тапкăпа.

— Кала, асăр-писерки,

Эсĕ Тăва мĕн пирки

Çÿлти халăх сисиччен

Сăнчăрларăн айĕнчен?

Мĕншĕн вăрă-хурахла

Тимĕр тăва кунталла

Антарасшăн? Мĕн тума?

Хур тума-и, ашкăнма?

Тамăк хуçи тарăхать,

Хăй аран çапла калать:

— Тушăн иккĕн вăрçар мар,

Уншăн эс мана каçар.

Мĕн ыйтатăн — паратăп,

Тĕнче патши тăватăп.

Мĕнпур халăх çĕр çинче

Пулĕ уру айĕнче.

Халĕ тăва кунталла

Антарар пуль. Ан шарла!

Тимĕр сăртăн хăртисем —

Тамăк валли кирлисем.

Ман тамăкăм тĕпĕнчен

Пĕрмай шăтать виç çĕртен.

Тамăк тĕпне тасатса,

Тăн тухиччен сапласа,

Ман тарçăсен урисем

Пулчĕç, ав, вутсьшписем.

Тамăка çав хăртапа

Веç саплатпăр сан ятпа.

Хăв та пĕлен: тамăксăр —

Тĕнче тени ним майсăр.

Çынсем унсăр ураççĕ,

Сăваплăхран тухаççĕ.

— Тьгтап панă сăмаха —

Тустармастăп тамăка,

Халь ларатăп сан çине,

Кăлар мана çĕр çине.

Вĕçертер-ха чи малтан

Тăва санăн сăнчăртан, —

Терĕ Улăп шуйттана,

Асран кайнă чĕрчуна.

Вăл, ăна хăваласа,

Хыçра тусан хăварса,

Çут тĕнчене хăпарчĕ —

Шуйттан тарма хăтланчĕ.

Анчах Улăп халь ăна

Кĕртрĕ турта хуншшне,

Тимĕр тăва лаç енне

Сĕтĕрттерет, ай, кăна!

Ял-ял витĕр тухнă чух,

Çынсем умĕн чупнă чух

Çав шуйттана ватаççĕ, .

«Вăрă» тесе вăрçаççĕ.

Тимĕр тăва Асамат —

Каçа-мĕне ним пăхмаотъ —

Персе чикет вучаха,

Кăмрăк çунать пит паха!

Виç талăкран вучахран

Тухать вĕр-çĕн кушелкке,

Уçса силлет ăнсăртран —

Ылтăн укçа — сумсăр-çке!

— Ку, — тет Улăп тимĕрçе,-

Янта кăна вĕрентет,

Çынран тăвать хĕсĕмçе,

Чунне хĕм пек сивĕтет.

Вăл пăрахать вучаха

Кушелккене-пурлăха.

Вĕркĕç вĕрет тăвăлла,

Кăмрăк çунать пушарла,

Çичĕкунтан вучахран

Çурла тухать хĕм-вутран.

Йĕрке-мĕнне ним пĕлмест,

Çын тыррине хĕрхенмест,

Вырать, çыхать, купалать,

Çапать, сăврать, мăйăхлать.

— Ак ку тĕнче халăхне

Çактаратех хутаçне

Кĕлмĕç пулса çÿреме

Е вăрласа имреме. —

Улăп хуçать çурлана,

Вăркăнтарать вăл ăна

Вучахалла, тарăхса,

Вĕркĕç енне ал сулса.

Вĕркĕç вĕрет тискерле,

Тинĕс хумие çĕнмелле.

Тăхăр кунран вучахран

Сăнă тухать хĕм шывран.

Сăнă вĕçет ярăнса,

Чĕрчунсене вĕлерсе, —

Ни ваттине хĕрхенмест,

Ни ачана шеллемест.

— Акку, тĕнче усалли,

Халăх пуçне касмалли.

Юн юхтарĕ вăл текех,

Халăх пĕтĕ хурт пекех.

Ку ирсĕре çул памăп,

Ана нихçан усрамăп! —

Тытса хуçать сăнăна,

Персе чикет вучаха.

Вĕркĕç юрлать сар хĕрле,

Кăмрăк çунать йĕкĕтле,

Хурăç пиçет, тасалать,

Хĕвел евĕр çуталать.

Сунтал çине вăл куçать,

Тимĕрç ĕçе тытăнать:

— Пĕри пултăр хăрт чапли,

Тепри пултăр айпăлти.

Вуник талăк хушшинче,

Чăрăш хăййи çутинче

Ват Асамат тăрăшать,

Шухăшланине тăвать.

Унăн çав пурттисене,

Çĕршер патман туртсан та,

Темпе çапсан-кассан та,

Мăкатаймăн нихăшне!

Ват Асамат Улăпа

Ыталарĕ кăмăлпа,

Ăшшăн-ăшшăн каларĕ:

— Манăн сăмах çак, — терĕ.

Парап сана çаксене —

Иккĕшпе те. Малашне

Тăван çĕршывăн çĕрне

Пустарар мар ютсене!

XIV

Улăп Сарту хÿттинче

Ват старикпе, чул çинче.

Старик калать сăмахне

Ват çынсенчен илтнине:

— Çилçунатсăр, вут-хĕçсĕр

Сан ĕмĕтÿ никĕссĕр.

Вĕсем пурах темелле,

Анчах тупма пĕлмелле.

Çилçуната тытиччен,

Йĕнерлесе лартиччен,

Çичĕ инкек курмалла,

Унтан таса тухмалла.

Çич инкеке чăтăн-ши,

Унтан чипер хăпăн-ши?

Вăй-хал çук-тăк, ан тытăн,

Намăс кăна куратăн.

— Чăтма пулĕ инкекне

Ал-ура сывах чухне,

Çулне мĕнле тупас-ши,

Çул пĕлекен ăçта-ши?

Улăп, вут-хĕç шыраса, паттăр çилçунатпа çичĕ инкек (хăравçă, эрех кÿпни, ют хĕр арăмсемпе ашкăнни, хут пĕлменни тата ытти те) витĕр тухать.

— Улăп, эс хăш çĕршывран

Кунта килсе тухнине

Эпĕ пĕлтĕм ăнсăртран,

Пăхсассăнах ан çине.

Пĕрмай инкек куриччен,

Çапкаланса çÿриччен,

Улăп, юлсам ман пата,

Ыр куратăн эс кунта.

Эп сăрт патши, начар мар,

Мул пĕтесрен хăрар мар.

Манпа хĕн-хур курмастăн,

Кăварланса çунмастăн.

Старик сулчĕ аллйпе —

Çичĕ алăк уçăлчĕ,

Пÿлĕмсенче йĕркипе

Çичĕ пике курăнчĕ.

— Ман мĕнпурĕ çичĕ хĕр,

Çиччĕшĕ те ăслă хĕр;

Кĕçĕн хĕрĕм çакăнта

Ялан тăрать хуралта.

Сăрт мулĕ ун аллинче,

Сăрт илемĕ мулĕнче.

Эсĕ, Мерчен, Улăпа

Паллаштар-ха çав мулпа.

Кайран вара, каçхине,

Калаçăпăр сăмахне, —

Терĕ старик пĕр хĕрне,

Пуринчен те хитрине.

Кĕçĕн хĕрĕ хĕрелчĕ,

Çÿхе тути хитрелчĕ,

Улăп-паттăр çинелле

Пăхрĕ — хĕвел темелле.

Пурçăн тутăр кăларать,

Кăнтăралла вăл сулать —

Улăп-паттăр умĕнче

Ылтăн çиçет пур енче.

Батист тутăр кăларать —

Хĕвелтухăç курăнать:

Пулчĕç кĕмĕл сăрчĕсем

Умлă-хыçлă çунниоем.

Хура пустав вĕçтерчĕ —

Анăç енне çитерчĕ,

Сăртри тимĕр-тăмăра

Хĕр кăтартрĕ паттăра.

Шур çип тутри кăларчĕ —

Ала çăлтăр çуталчĕ,

Ахах çути вăй вылять,

Мерчен çути таш ташлать.

— Ну, куртăн-и ман мула?

— Мулу çиттĕр пин çула! —

Терĕ Улăп патшана, *

Ука çÿçлĕ ват çынна.

— Эсĕ кунта юлсанах,

Чăвашсене мансанах,

Пурнăн янтă пурнăçпа,

Пурçăн, пустав çипуçпа.

Чăваш телей-çыруне

Никама та памăпăр,

Хамăр сăртсен чаплăхне

Ун чух татах хушăпăр.

Улăп-паттăр ак çакна

Халь каларĕ патшана:

— Янтă пурнăç — пурнăç мар

Сутăнчăк çын вăл çын мар!

Сутăнчăк çын пуличчен

Вилсе выртас пĕр хутче!

Ан ман çавна нихçан та:

Темле йывăр пулсан та,

Чăваш телей-çырăвне

Илетех хăй аллине.

— Эп ырлап ку сăмаха,

Сăмаххусем пит паха!

Çĕнтертĕн çич инкеке,

Савăнтартăн старике.

Эп юлмастăп парăмра,

Çурт-йĕр ларать айлăмра.

Унта тупăн кирлине

Шырасассăн ирхине.

Улăп утрĕ витене,

Уçрĕ вите алăкне,

Çут витере — Çилçунат,

Уншăн Улăп савăнать.

Стена çинчи чăн Вутухĕç

Йăлтăртатса тăрать çеç!

Çилçуната йĕнерлет, —

Урхамахĕ кукалет.

Улăп тухса кайиччен

Мерчен тухрĕ килĕнчен,

Кичем — унăн куçĕнче,

Хуйхă — вĕри чĕринче.

— Апла, кунта юлмастăн,

Чăваш çĕрнех каятăн?

Пăх-ха, Улăп, ман çине,

Тен, пăрахмăн Мерчене?

Пĕвĕм-сийĕм çук-и ман,

Е мана ăстăн паман?

Ан кай, Улăп, тархасшăн,

Эпĕ санпа пуласшăн,

Нумай-нумай пурнасшăн,

Нумай телей курасшăн.

Çичĕ инкек куртăн эс,

Манран телей тупăн эс.

Пĕрре çеç мар, çич телей,

Ăнлан, Улăп, çич телей!

Çирĕп сывлăх чăн малтан

Эс илетĕн çакăнта,

Чир-чĕр мĕнне эс манан,

Ун шăрши те çук кунта.

Ялан пулĕ ĕç умра,

Ĕç — телей вăл пурнăçра.

Ĕçпе чапа тухăн эç,

Ырă ятлă пулăн эс.

Ача-пăча сак тулли

Эп çуратăп сан валли.

Сана хывĕç ывăлсем,

Мана хывĕç хĕрĕмсем.

Атте-анае ăслă ман,

Пÿлĕхçĕ те хурламан,

Кунта пĕрле пурăнсан —

Эс пит ăслă çын пулан!

Аслă-тăнлă пулнишĕн,

Чĕрÿ хастар тапнишĕн,

Çунса кайса ыталăп,

Чунтан-вартан юратăп!

Юратуран хакли çук!

Юратушăн ватлăх çук!

Юлашкинчен эп санран,

Тăн çухатса савнăран,

Çĕрме пуян тăватăп,

Мулна хушсах пыратăп,

Саккун пулĕ сан алра,

Санран чĕтрĕç таврара.

— Пĕр-ик сăмах çеç, Мерчен,

Эп каласшăн кайиччен:

Тăван çĕршыв — чи хакли

Çут тĕнчере ман валли! —

Терĕ Улăп Мерчене

Тухас чухне çул çине.

XV

Халăх телейĕ — Кирĕшмет йăвинче. Чăваш паттăрĕсем ун патне васкаççĕ. Шăпатан *, çăмламас пулса, вĕсен çулне татасшăн. Улăп пăрланнă сывлăша шăрантарса тÿрĕ çулпа Кирĕшмет йăви умне тухать, Çĕрпÿ паттăр — çĕр айĕнчи çулпа. Сикпăрçа вара, хура пăрçа пулса, Вупăрпа тăшман йăвине çитет те Кирĕшмет кĕпи çĕввинче пытанать.

Улăп çулне татмашкăн,

Унтан мăн чул тумашкăн

Кирĕшмет шур туйине

Вăркăнтарать кай енне.

Анчах пăрçа çыртнăран,

Тĕллеме май пулманран

Ун асамĕ вăй илмест,

Улăпа туя тивмест.

Улăп сулать вут-хĕçне,

Ирĕлтерет хÿмене.

Çилçуначĕ ыткăнать,

Çулне çухрăмпа тăсать.

Каллех туйине илсе,

Пеме тăрать тĕллесе.

Анчах пăрçа çыртнăран

Туйи ÿкет алăран.

— Эс те Улăп майлă-и,

Эсĕ çакна маннă-и? —

Тет те ирсĕр туяна

Тытса хуçать шарт! кăна.

Хăй шăтăка пытанать.

Курать: Çĕрпÿ çывхарать,

Кирĕшмет кĕç мал енне

Тарма тăрать — ун умне

Сиксе анать Сикпăрçа,

Çулне татать çын пулса,

Кирĕшмет халь кай енне

Тарма тăрать анраса,

Улăп паттăр ун умне

Тухать хĕçне хăмсарса. —

Тинех лекрĕн, Кирĕшмет,

Вилме маннă шеремет, —

Улăп лăскать тăшмана —

Кирĕшмете, аскăна.

Читлĕх Улăп аллинче,

Телей чăваш хушшинче.