Романс

Пӗрре кӑна пӑхса илсем

Хӗвел пек ӑшӑ куҫпала,

Вара мана вут пек хӗлхем

Ҫил пек вӗҫтерӗ малалла.

 

Ян-ян шӑнкрав пек сассупа

Хушсамччӗ пӗр сӑмах кӑна,

Вара ҫын ҫӳремен ҫулпа

Утма вӑй парӑттӑн мана.

 

Пӗр утӑм ҫеҫ, пӗр утӑм ҫеҫ

Тусамччӗ эс ман еннелле,

Вара кӗҫех, вара кӗҫех

Пулма пӑрахӗ тек хӗлле.