Авшак Элмен ялĕнче юпа-палăк вырнаçтарчĕç

Авшак Элмен ялӗнче юпа-палӑк вырнаҫтарчӗҫ2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 27–мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районӗнчи Авшак Элмен ялӗнче ял-йышпа пӗрле «Сувар» фонд тата историпе культура тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фонд юпа-палӑк вырнаҫтарчӗҫ.

Улюн сăввисем

Ача чухне анне мана калатчӗ:
«Вӗрен эс, хӗрӗм, тӑрӑшуллӑ пул,
Аҫу, аннӳ сӑмахӗнчен тухмасӑр
Хӑюллӑн ут эс, пурнӑҫ ҫулӗпе.
Ҫынпа калаҫнӑ чух та тимлӗ пул эс,
Вӗрен эс итлеме аслисене
Элек, суя, киревсӗр сӑмахсене асӑнмасӑр
Таса калаҫ эс, хӗрӗм суварла.

Тăван чĕлхешĕн кĕрешмелле

medium_malihshyev_konstantin.jpg- Эпир, «Сувар» хаҫат ӗҫченӗсем, тӑван чӗлхепе культура хӳтӗлевӗшӗн пыракан кӗрешӳ айккинче юлма пултараймастпӑр, — ҫирӗппӗн хӑйӗн шухӑшне пӗлтерет Тутарстанри «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ К. А. Малышев. — Ун пек кӑна та мар, пирӗн ҫав юхӑма ертсе, йӗркелесе тата вӑйлатса пымалла.

Юпа уйăхĕ

Авалхи чӑваш календарӗнче юпа уйӑхӗ хальхи ноябрь тӗлнелле тулса каҫхи тӳпене шуса тухнӑ. Каярахпа, вырӑссем урлӑ чӑваш хушшинче юлиан календарӗ сарӑлсан, вӑл октябрь уйӑхӗ ҫине куҫнӑ. Анчах та А. Ф. Риттих, А. А. Фукс, В. Н. Татищев, В. П. Вишневский, В. А. Сбоев, Н. И. Золотницкий ӗҫӗсенче юпа уйӑхӗ вырӑс календарӗнчи ноябрь уйӑхӗпе танлашса тӑрать.

Калăм эрни — каялла, мăнкун эрни — малалла

Ӗлӗк-авал чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫула ҫурхи хӗвел ҫӳле хӑпарса ҫитсен уявланӑ. Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунне Мӑнкун тенӗ. Вӑл хӗвеле хисеплессипе ҫыхӑннӑ. Ҫав кунхине ирхине мӗн пур ача ял хӗррине Ҫӗнӗ ҫул хӗвелне кӗтсе илме пухӑннӑ. Ватӑ ҫын та йышлӑ пулнӑ. Ҫак вӑхӑтра ачасене тырӑпа тата хӑмлапа сапнӑ, пӗчӗкскерсем сывӑ та ӑслӑ ҫитӗнччӗр тӗнӗ. Шӑпӑрлансем ҫулталӑкӗпех чирлемесӗр пурӑнас тесе ҫӗр ҫинче йӑваланнӑ.

Питрав

Халӑхра Питрав уявне икӗ енпе ирттереҫҫӗ. Пӗр майлӑ — чиркӳ йӗркипе: чиркӗве ҫӳресе, ҫурта лартса, кӗлӗ туса тасалса, килте апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫисе, хӑналанса.
Тепӗр майлӑ — Питрав умӗнхи каҫра: Питрав кунӗнчи каҫран ҫамрӑксем вӑйӑ лапамне, сӑртне, улӑхне тухса карталанса юрласа шыва йывӑҫ туратне /авал — пӗлтӗрхи йӗрӗх хуллин тураттисене/ пӑрахса ҫурхи вӑхӑтран уйрӑлнине, ҫу вӑхӑтне куҫнине палӑртнӑ.

Ячĕ çапла-ши

Сурхурипе Мӑнкун хушшинче, нарӑс уйӑхӗнче, Ҫӑварни уявне пӗр эрне е икӗ эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑла-йӗркепе паллӑ тунӑ. Литературӑра ҫӑварни сӑмаха ҫуллӑ сӑмахран пулнӑ пек ӑнлантараҫҫӗ. Ҫаплах-ши? Ҫӑварни сӑмаха ӑнланма сурхурисӑмаха тепӗр хут тишкерсе тухар. Вӑл та сурӑхӑн урипе ҫыхӑнман пак туйӑнать. Ҫак сӑмах та ҫӗр-ҫӗр ҫул каяллах пулса кайнӑ-тӑр. Л. А. Иванов ҫырнӑ тӑрӑх, «сур» сӑмах турккӑ чӗлхинче савӑнӑҫ, уяв тенине пӗлтерет.

Çулталăк ярăмĕ

Ҫулталӑк «ҫул» тата «талӑк» сӑмахсенчен тӑрать. «Ҫул» ҫӳремелли ҫула пӗлтерет. «Талӑк» сӑмах «талкӑш» сӑмаха ҫывӑх: ут, васка, таврӑн тенине ӑнлантарать.

Ҫулталӑкра ҫултан-ҫул пӗр курӑмлӑ пулӑмсем — хӗл, ҫур, ҫу, кӗр вӑхӑчӗсем.

Ҫулталӑк ҫулне, кунне, вӑхӑтне пӗлӳҫӗсемпе ӑрӑмҫӑсем, ватӑсемпе юмӑҫсем сӑнанӑ. Ҫулталӑк кунӗсене каҫхи уйӑх тӑрӑх, кунри хӗвел тӑрӑх шутланӑ.

Кĕр сăри (чÿклеме)

Атан сӑрипе Ҫурта кунӗ сыпӑкранах Кӗр сӑрине куҫса пырать. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче е чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче — уй-хире тасатса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫӗн уйӑхпа ирттереҫҫӗ.
Кӗрхи чӳклемере ваттисене хывнӑ каҫа «кӗр сӑри каҫӗ» тенӗ.

Лев Николаевич Гумилев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă «Л. Н. Гумилев тата чăваш этнос историйĕ» ăслăлăх семинарĕ

Лев Николаевич Гумилев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Л. Н. Гумилев тата чӑваш этнос историйӗ» ӑслӑлӑх семинарӗЮпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта Лев Николаевич Гумилев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Л. Н. Гумилев тата чӑваш этнос историйӗ» ӑслӑлӑх семинарӗ иртрӗ.

Pages

Subscribe to Сувары RSS