Чăваш Енре тимĕрç лаççисем миçемĕш ĕмĕрте уçăлнă?

Тимӗр ӗҫӗн ӑсталӑхӗ чӑвашсене пӑлхарсенчен куҫнӑ. Пӑлхар халӑхӗн ҫак ремеслине тӗнче шайӗнче пысӑка хурса хакланӑ. XVII ӗмӗрчченех чӑвашсен хушшинче тимӗр-тӑмӑртан япала тӑвакан ӑстасем пулнӑ. Тимӗр хатӗрлемелли чӗр тавар шурлӑх тӑпри шутланнӑ. Вучахра йывӑҫ кӑмрӑкӗ ҫинче тимӗр шӑратнӑ. Археологсем Чӑваш Ен ҫӗрӗнче авалхи темиҫе какӑр та тупнӑ.

Чунташсем Алтая çитсе килчĕç

Ҫӗртмен 25-мӗшпе утӑн 4-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин хастар ҫыннисем инҫетри Алтай ҫӗрне кайса килчӗҫ — Чунҫӳрев-2012 кӑҫал пирӗн авалхи мӑн асаттесен ҫӗрне ҫитме тӗв тунӑччӗ.

Тенеялĕнче — Пăлхар хăнисем

Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Тенеяльне пысӑк хӑнасем килсе кайрӗҫ. Ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма Пӑлхар ҫӗр-шывӗнчи София хулинчи паллӑ ӑсчахсем кӑмӑл тунӑ: Ружа Нейкова профессор, Болгари наука академийӗн этнографӗсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вӗсемпе пӗрле ЧПУ профессорӗ, истори наукисен докторӗ Геннадий Ильич Тафаев, Атӑлҫи Пӑлхар обществӑлла фондӑн учредителӗ Юрий Витальевич Дадюков, фондӑн яваплӑ секретарӗ Анатолий Павлов пулчӗҫ.

Чечеклĕ çĕрте пылĕ те пур

Чӑвашсем Христос тӗнне 1740 ҫуятанпа ӗненме пуҫлани паллӑ. Ҫав тапхӑртан ялсенче те чиркӳсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Елчӗк таврашӗнче чи малтан чиркӳ Патреккелте уҫӑлнӑ. Ӑна 1740—1742 ҫулсенче ҫӗкленӗ. Мускаври архивран А. Кузнецова ҫырса илнӗ тӑрӑх — Курнавӑш ҫыннисене 1758 ҫупта, Вырӑскассисене 1762 ҫулта Христос тӗнне йышӑннине ҫирӗплетсе шыва кӗртнӗ.

Тăхăр вун çул унсăр...

Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫут тӗнчепе сыв пуллашнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Унӑн пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем, поэзине чун апачӗ вырӑнне йышӑнакансем ҫулленех ун ҫуралнӑ тата куҫне хупнӑ кунӗсенче тӗп хулари палӑкӗ патне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Хальхинче те ҫаплах пулчӗ. Тӗрӗссипе, кунашкал йышлӑн килнине ас тумастӑп. Йышпа ҫеҫ мар, шайӗпе те.

Пирĕн тăрăхри чи авалхи ялсем

Евгений Илюхинӑн тавра пӗлӳ енӗпе ҫырнӑ статйисене эпӗ «Суварта» питӗ кӑсӑкланса вулатӑп. Нумай тӗпчет автор, шырать, чӑваш ялӗсен историйӗпе интересленет. Манӑн «Энциклопедия чувашских сел Самарской области» (Самар, 2008) кӗнеке тухсан Самар облаҫӗнчен ман пата ҫырусем нумай килме пуҫларӗҫ. Пурте хӑйсен ялӗсем ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес теҫҫӗ. Пӗр кӗнеке Евгений Илюхин аллине те лекнӗ.

«Суварята» Литвари фестивальтен таврăнчĕ

Нумай пулмасть Трактор тӑвакансен КК ҫумӗнчи «Суварята» халӑх таша ансамблӗ (ертӳҫи — Раҫҫей тата Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов) Утене (Литва) хулара иртнӗ тӗнче шайӗнчи «Под летним небом» (чӑв. Ҫуллахи тӳпе айӗнче) халӑх ташши фестивалӗнчен таврӑнчӗ.

Шкулта — Асăну хăми

Ҫак кунсенче Вӑрмар шкулӗнче Герман Егоровӑн Асӑну хӑмине уҫнӑ. Пӗлӳ ҫурчӗ Герман Егорович ячӗпе хисепленет. Ырӑ ҫак ӗҫ пуҫаруҫисем — РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗн Г. Егоровӑн вӗренекенӗсем. Пултаруллӑ вӗрентекен 1950-1968 ҫулсенче шкул директорӗнче вӑй хунӑ.

Хурăнлă çул тăрăх

Халӑхра ҫак ҫула епле ят паман-ши — Кӗтерин ҫулӗ, Хурӑнлӑ ҫул, Арестантсен ҫулӗ, Почта ҫулӗ, Ҫар ҫулӗ, Тимӗр тӑлӑллӑ ҫул (Кандальная), Аслӑ Ҫӗпӗр ҫулӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫулӑн кашни ятӗнчех тӗрӗслӗх упранать.

Паттăрсене асăнса

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Санкт-Петербургра ЧР Минисгрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче Ленинграда хӳтӗлесе пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗпе Асӑну плити уҫма хутшӑннӑ.

Pages

Subscribe to Сувары RSS