Чăваш халăх сайчĕ Фёдор Мадуровпа Владимир Алмантая çулталăк çыннисен шутне кĕртрĕ

Эпир пӗрремеш хут ҫулталӑк ҫыннине суйласа пӑхас терӗмӗр. Ку ӗҫ пирӗншӗн ҫӗнӗ пулнӑран вӑл тӗп-тӗрӗс пулнине шутламастпӑр та. Ара хӑшӗсем, мала тухас тесе епле кӑна майсем шырамарӗҫ пуль. Чи пахи пирӗншӗн — пирӗн сайт пирки унччен илтмен нумай-нумай ҫын пӗлчӗ. Вӑл хыпара пурӗ 1200 патнелле пӑхни те хӑйне майлӑ рекорд пулчӗ ӗнтӗ.

Хыпар: Чăваш Енĕн археологи картти кун çути курнă

Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тата тепӗр ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Вӑл — «Археологическая карта Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архоелоги картти) ятлӑскер. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрле пулса хатӗрленӗ, пичетленӗ.

Хыпар: Халăха сыхласа хăварас ĕç кил-йышран пуçланать

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру«Халӑха сыхласа хӑварас ӗҫ чи малтан кил-йышран, ҫемьерен пуҫланать. Тӑван килте ашшӗ-амӑшӗ пӗр-пӗринпе, ҫав хушӑрах ачисемпе те чӑвашла калаҫсан, вӗсене халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркипе, чӗлхипе, ташши-юррипе мӗн пӗчӗкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вӗрентсен ҫак ӗҫе пурнӑҫлама ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ.

Патшалӑх органӗсенче вӑй хуракансен, культурӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсен, халӑх пӗрлешӗвӗсен пайташӗсен чӑвашлӑха сыхласа хӑварас ӗҫре чи малта пулмалла.

Пирӗн ҫамрӑк ӑру ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Вӗсем хамӑрӑн пуян культурӑпа тата историпе мухтанма-мӑнаҫланма пуҫласан, йӑла-йӗркене ҫӗнӗлӗхсем кӗртсех тӑрсан кӑна халӑхӑмӑр сыхланса юлас шанчӑк пур. Нумай ҫул аталанса пынӑ халӑх ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалмалла мар. Ку енӗпе пирӗн пурин те ҫине тӑрсах ӗҫлемелле».

Căвара кайса килни

Июнӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти «Сувар» ятлӑ наукӑпа тӗпчев фончӗн ушкӑнӗ несӗлсен ҫӗрӗ ҫине кайса килчӗ. Пирӗн халӑхӑн авалхи тӑван ҫӗршывӗн историллӗ вырӑнӗсене курса ҫӳреме пире фонд пуҫлӑхӗ Владимир Алмантай ертсе кайрӗ. Ушкӑнра 15 ҫын. Унта наци интеллигенцийӗн представителӗсемпе ҫамрӑксем кӗреҫҫӗ. Ҫула тухас умӗн каякансем Шупашкарти залив хӗрринчи Анне-управҫӑ палӑкӗ умне тӑрса несӗлсенчен пил ыйтрӗҫ.

Кĕмĕл халăхăн паянхи йăлтăравĕ

Иртнӗ уйӑхӑн 15-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сӑвар-пӑлхар культури» курав уҫӑлнӑччӗ. Нумаях пулмасть, вӑл хупӑнас умӗн, кунтах пресс-конференци иртрӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем — «Сувар» фонд директорӗ Владимир Алмантай, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Владислав Николаев, Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Агеев, ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Юрий Ювенальев тата ыттисем журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Сӑмах, тӗпрен илсен, тӑван халӑх кун-ҫулӗпе унӑн авалхи йӑли-йӗрки, культура, тӗн аталанӑвӗ пирки пычӗ.

Куравра — ĕмĕрсен еткерĕ

Куравра — ӗмӗрсен еткерӗ

Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ курав пирки чӑннипех ҫапла калама сӑлтав пур. Унта хутшӑннӑ ӳнерҫӗсем — Владимир Агеев, Владислав Николаев, Алексей Николаев, Юрий Ювенальев, Сергей Ювенальев, ыттисем — несӗлӗмӗрсен аваллӑхӗпе кӑсӑкланакансем ҫеҫ мар, ӑна тӗпчекенсем, ҫав еткере паянхи куна тавӑрса паракансем.
Курава пирӗн хушӑмӑртан яланлӑхах уйлӑлса кайнӑ Анатолий Миттовпа Анатолий Розов произведенийӗсене те тӑратнӑ.

«Сувар» хăна çуртне Европа чемпионачĕ тĕлне хута ярĕç?

2015 ҫулта Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа ушкӑнсем хушшинчи 6-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унччен вӑхӑт нумай пулин те хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Паянхи ларура шӑп та лӑп ҫак ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.

Тĕн тĕсĕ

Фаравахар

Авалхи чӑвашсен ӗненӗвӗнче те зороастризм вӗрентӗвӗн паллисем пур. Авестӑри пекех тӗнче аталанӑвӗнче виҫӗ тапхӑр палӑртаҫҫӗ: Пултарни, Пӗрлештерни е Хутӑштарни, Ахӑр вӑхӑчӗ е Ахӑр самана. Чун этемрен маларах пулнӑ. Кӗлеткепе пӗрлешиччен тӳпере вӗҫсе ҫӳрет, унпа Ҫӑлтӑрсем хуҫаланаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынсен чунӗсем Усалран тасалнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен хӑйсен кӗлеткисене тупаҫҫӗ. Чӑвашсен те авалхи ирансенни пекех чун тасални хура ҫӗр хӗрлӗ тӑм патне ҫитиччен ҫуннинче палӑрать. Чӑвашсен кӗлӗ сӑмахӗсенче Авестӑри евӗр сӑвӑ виҫисем, турӑсемпе чунсен ячӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӳл тӳпеллӗ тӗнче чӳк тумалли чи сӑваплӑ вырӑн пулни ҫинчен вӗрентни те чӑвашсен уҫӑ тӳпе айӗнче пысӑк кӗлӗсем ирттермелли йӑла-йӗркепе тӳр килет. Шинави /Синави/ кӗперӗ те /ун урлӑ чӑвашсем юпа каҫараҫҫӗ/ Авестӑри уйӑракан Чингвад кӗпер пӗлтерӗшлех. Турӑсене уйӑрни, дуализм принципӗсене кура кашнин тивӗҫне ҫирӗплетни каллех зороастризм вӗрентӗвӗнчи евӗрлӗрех.

Кĕркуннене кĕтĕмĕр пулас...

Родионов Виталий Григорьевич (Сӑвар Ыртӑван)

Кӗркуннене кӗтӗмӗр пулас,
кӗрекине пурсӑмӑр хавас,
кӗр ҫитнишӗн пӗртте кулянмарӑм.
Ҫуркунне ҫитни ҫӳҫентерет,
вӑрӑм ҫӗрсенче тӗллентерет,
ҫур акилӗх вӑрлӑх туянмарӑм.
Кӗрӗн кунӗ килӗ-ха татах,
хам та пулӑп пулӗ-ха тутах.
Тус-тӑванӑм манӑн пуян мар-им!

Pages

Subscribe to Сувары RSS