Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йери-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, — ан парăн! Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕсенче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!
Несĕлсен пехилĕ


Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан нумай томлӑ ярӑмӑн пӗрремӗш кӗнеки — халӑх хайлалӑхӗн авалхи жанрӗсен пуххи — чӑваш ӑс-хакӑлӗн нумай ӗмӗр тӑршшипе пухӑнса пынӑ тӗслӗхӗсемпе паллаштарать. Унта сӗм аваллӑхра йӗркеленнӗ хайла-хачмак та (мифсемпе легендӑсем), каярахпа пулса кайнӑ хаймак-халап та вырӑн тупнӑ. Кӗнеке чӑваш халӑх историйӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулаканшӑн та усӑллӑ.![Чӑваш ен : история и культура = Чувашия = CHUVASHIA : [реклам. просп. ] / Минкультуры Чуваш. Респ.; [авт.-сост. В. Иванов; фот. П. Сымкин]. — [Чебоксары : Чувашия, 1994]. — 15 с.: цв. ил. — Текст парал. чуваш., рус., англ. Чӑваш ен : история и культура = Чувашия = CHUVASHIA : [реклам. просп. ] / Минкультуры Чуваш. Респ.; [авт.-сост. В. Иванов; фот. П. Сымкин]. — [Чебоксары : Чувашия, 1994]. — 15 с.: цв. ил. — Текст парал. чуваш., рус., англ.](https://xn--80ad7bbk5c.xn--p1ai/sites/default/files//resize/images/books/Chuvashia_Istoriya_i_kulytura/image_01-220x213.jpg)

Пирӗн республикӑра христиансемпе мусульмансен тӗн юлашкисемпе пӗрлех чӑвашсен авалхи тӗн юлашкийӗсем те халичченех сыхланса юлнӑ. Турра ӗненекен ҫынсен ӑстӑнӗнче ҫак тӗшмӗшлӗх вара христиансен ӗненӗвӗсемпе тачӑ хутшӑнса кайнӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ турра ӗненекен чӑваш ҫыннин тавракурӑмӗ икӗ тӗрлӗ ӗненӳрен килет. Турра пуҫҫапакансенчен нумайӑшӗ язычествӑран та хӑтӑлса ҫитеймен, православи тӗнне чӑннипех ӗненекенсен шутне те кӗреймен. Ҫапла вара, турра ӗненекен паянхи чӑваш ҫынни ҫурма язычник та, христианин та шутланать. Ку уйрӑмлӑхсене шута илмесӗр халӑх хушшинче наукӑллӑ-атеизмлӑ ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пыма йывӑр. Ҫак ыйтусем ҫинче автор кӗнекере тӗплӗн чарӑнса тӑрать, атеизм ӗҫӗнчи пропагандистсемпе агитаторсене тӗн тӗшмӗшлӗхӗпе кӗрешес ӗҫре усӑллӑ канашсем парать.
Тӗшмӗшсемпе тем те пӗр суя йӑласене аталанма СССР-та условисем ҫук. Ҫапах та кивӗ тӗнчерен юлнӑ йӑласем чылай тӗреклӗ-ха. Пирӗн ҫӗршывра та паян кунчченех кивӗ тӗнчен тӗшмӗшӗсенчен тасалса ҫитеймен, вӗрӳ-суру сиплӗхне, юмӑҫа ӗненекен ҫынсем тел пулаҫҫӗ. Ҫак пӗчӗк кӗнеке умӗнче вулакансене вӗрӳ-суру сиплӗхӗн сиенлӗхӗпе, тӗн тӗшмӗшӗсен айванлӑхӗпе тата сиенлӗхӗпе паллаштарас тӗллев тӑнӑ та ӗнтӗ.