Антонина Герасимовна Львова

Антонина Герасимовна ЛьвоваЭпӗ, Антонина Герасимовна Львова, 1929 ҫулта майӑн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Лапракасси ялӗнче ҫуралнӑ. Атте, Федоров Герасим Федорович — учитель, анне — Варвара Сергеевна — колхозница. Эпӗ сакӑр ҫулта Хӑймалакассинчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. Ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухсан Муркаш районӗнчи Тивӗшри вӑтам шкулта вӗренме тытӑннӑ. 1949 ҫулта 10 класс пӗтерсе аттестат илсен Канашри учительсем хатӗрлекен институтри чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ку институтран вӗренсе тухсан, 1951 ҫулта, Чӑваш АССР Ҫут ӗҫ министерствин направленийӗпе Красноармейски районӗнчи Мартынкассинчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ку шкулта виҫӗ ҫул чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. 1954 ҫулта ҫак районти Шупуҫӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкулта ӗҫлеме тытӑннӑ, ачасене чӑваш чӗлхипе литератури, нимӗҫ чӗлхи тата музыка вӗрентнӗ.

Камсем эпир? Хăш йăхран?

Шел пулин те, хамӑр халӑх историне ҫуррине те пӗлсех каймастпӑр пулас эпир. Мӗншӗн тесен шкулсенче халиччен, тӗпрен илсен, вырӑс е ют ҫӗршывсен историне кӑна вӗрентнӗ пире. Сӑвар е пӑлхар ячӗсене вӗренӳ программисенче халӑхсен хутшӑнӑвӗ е Атӑлӑн вӑтам тӑрӑхӗнче ҫӗнӗ ҫӗрсемшӗн пынӑ вӑрҫӑсем ҫинчен сӑмах тапратнӑ май ҫеҫ асӑнкаланӑ.

Эпир – сăвар йăхĕнчен

«Туслӑх – вӑхӑта, тӑванлӑх – ӗмӗрлӗхе». Ҫак чӑваш ваттисен сӑмахне Владимир Алмантай хӑйӗн нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ «Предания старины глубокой» кӗнекинче эпиграф вырӑнне усӑ курнӑ. «Суварская пословица» тесе палӑртнӑ вӑл унӑн айне. Ку эпиграфпа автор авалхи суварсемпе чӑвашсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тепӗр хут ҫирӗплетет.

Кивĕ Саврăш кивĕ мар!

Ах, епле хитре-ҫке каҫӗ,
Сарӑ уйӑх ялтӑрать,
Лашасем шыва анаҫҫӗ,
Таҫта кӗвӗ янӑрать.

Çеçенхирти пушар. Поэмăсем

Русаков А. Н. Ҫеҫенхирти пушар. Поэмӑсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. — 88 с.Ҫӗнӗ эрӑн саккӑрмӗш ӗмӗрӗ пуҫламӑшӗнче Каҫпи тинӗсӗ хӗрринче хӑйсен патшалӑхӗпе пурӑнакан сӑварсем кӑнтӑр енчен хӗсекен арабсене хирӗҫ нумай ҫул хушши кӗрешнӗ. Анчах, вӑйсем чакнипе, вӗсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче ҫиччӗмӗш ӗмӗртен пурӑнакан пӑлхарсем патне килсе вырнаҫнӑ. Сӑварсем, пӑлхарсем пекех, паянхи чӑвашсен мӑн аслашшӗсем пулаҫҫӗ.

Сала кайăк салмашăн, ула карак улмашăн

Анатолий Кибеч Зоя Сергеевӑна мӑйӑрпа хӑналать.Эпир хамӑр та ҫавнашкал:
Кукӑльшӗн те йӑвашӑн.
Пире кукӑль памасан,
Кӑмака ани катӑлтӑр!
Пире пӑрҫа памасан,
Миххине шӑши шӑтартӑр!

Вут-кăвартан

Чӑваш халӑхӗ икке пайланнӑ халӑх. Ӗлӗкхи йӗркепе мӗн ӗмӗртен килекен халӑх йӑлине тытса пыракансене тата мӗн ӗлӗкрен килекен тӗнпе пурӑнакансене чӑн чӑвашсем теҫҫӗ.

Ялсен тымарĕ пĕр

Алмантай В. Н. Предания старины глубокой. Историко-краеведческие заметки. — Чебоксары, 2009. — 56 с.Кызыл Яр (Хӗрлӗ Ҫыр) ятлӑ ялсем Тутарстанра кӑна 13. Чӑваш Республикинче те пур кун пек ятлӑ ялсем. Вӗсенче тутарсем, вырӑссем, чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Владимир Алмантай вырӑс чӗлхипе кӑларнӑ «Преданья старины глубокой» кӗнекере ҫак ялсен тымарӗ пӗр пулнине вуласа пӗлме пулать. Вӑл авалхи сӑварсем патне илсе ҫитерет.
Хӑйӗн йӑх-несӗлӗсене тӗпченӗ май автор сӑварсен кун-ҫулӗнчи ислам, христианство витӗмне сӑнласа кӑтартать, ҫӗршыври истори процесӗсем улшӑнса пынӑ май кӗнекере халӑхӑн аталанӑвӗ те курӑнать. Ҫут ҫанталӑкри шайлашулӑх философине ҫывӑх тӑнӑ ҫынсен тӑхӑмӗсене шӑпа паянхи кун та аваллӑх патне туртать. Ансат чӗлхепе ҫырнӑ ҫӑмӑл вуланакан кӗнекере археологсен, таврапӗлӳҫӗсен, историксен тӗпчевӗсемпе сӑнавӗсене илсе кӑтартнӑ.

Чăваш çемйи чăвашах çитĕнтертĕр

Паянхи лару-тӑрӑва илес пулсассӑн, чӑвашсен йышӗ чаксах пырать. Пӗтӗмӗшле пӑхсан, чӑвашсен кӑна мар, Раҫҫейре пурӑнакан ытти вак халӑхсен те. Хӑшӗ-пӗри ҫакна асӑрхамасть е вуҫех пӗлмест, пӗлекенни вара шӑпрах тӑма кӑмӑл тӑвать. Мӗн тӑвас тен, йӑваш чӑваш...
Тӗрӗссипе, эпир хускатнӑ ыйту паян ҫеҫ ҫуралман. Ӗлӗкех пулнӑ вӑл. Кун ҫинчен пире Гурий Комиссаров-Вантерӑн «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши;» ятлӑ статйи те ҫирӗплетсе калать. Ӑна вуласан тӗлӗнетӗн: XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче мар, тинтерех ҫырнӑ пулӗ ку ӗҫе; Питӗ тарӑн та пӗлтерӗшлӗ, кивелми шухӑшсем палӑртнӑ чӑвашсен паллӑ историкӗ, тӑван халӑх культурине тишкерекенӗ. Чӑваш пӗтессине кӑтартакан хӑрушӑ паллӑсен шутне вӑл ҫаксене кӗртнӗ:

Аваллăх упранакан тăрăхра

«Атӑлҫи ҫӗрӗсем Раҫҫей историйӗпе культуринче» грант фондне тӗпе хурса Раҫҫей гуманитари наука фончӗпе Чӑваш Республикин Правительстви ырланӑ «Тутарстан Республикинчи Нурлат районӗнчи чӑвашсен фольклорӗ» проектпа килӗшӳллӗн 2008 ҫулта ҫулла тата кӗркунне Тутарстан Республикин Нурлат районӗнчи чӑваш ялӗсенче фольклор экспедицийӗ иртрӗ. Проект ертӳҫи тата ӑна пурнӑҫлаканӗ – филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Елена Владимировна Федотова (Ермилова).

Pages

Subscribe to Сувары RSS