Çарăм тăрăхĕ, Шешкел историйĕ

Кивӗ Шешкел ялӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ Шунтал районне (Самар облаҫӗ) кӗрекен Тимеш ялӗнче 2007—2008 ҫулсенче археологсем хӗрӳ ӗҫ илсе пынӑ. Вӗсем Тимеш ялӗ ҫумӗнче авалхи ҫынсем пурӑннӑ вырӑна тупнӑ. Унта археологсем тӗрлӗ япаласем: тумтир, чулран тунӑ ҫӗҫӗпе пуртӑсем, кил хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли япаласем чавса кӑларнӑ. Ҫак вырӑна 3,5 пин ҫул ытла иккен. Ҫавӑнпа та Ҫарӑм юханшывӗ тӑрӑхӗнче ҫынсем мӗн авалтанах пурӑннӑ тесе ҫирӗплетме пулать.

Кивĕ Шешкел хăçан йĕркеленнĕ?

Ӗлӗк Хусан ханствинче вӑрмансем нумай ӳснӗ. Аҫтӑрхан (Астрахань) енче вара пачах пулман. Ҫавӑнпа ҫурт валли пӗренесене Атӑл тӑрӑх сулӑсем туса ҫеҫ антарма пултарнӑ. Ҫак ӗҫсене тархансене хушнӑ. Тархансем – патшалӑх ҫыннисем, патшалӑх хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсене налук тӳлессинчен хӑтарнӑ.

Истори палăкĕсем – ĕмĕре

Эпӗ хамӑн сӑмахсене ял-йышӑма, Тутар Пӑрнайӗнче пурӑнакансене, чӗнсе калатӑп: Пӑрнай Алка хула пулнӑ вырӑна хамӑрӑн несӗлсем патне ҫухатусемсӗр ҫитересчӗ.

Пӑрнай сӑвар халӑхӗн историйӗпе питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл Сӑвар хулин ҫывӑхнех вырнаҫни те ҫакӑн ҫинченех калать. Тӗрӗк тӗнчинче сӑвар халӑхӗн (шыв ҫыннисен) историйӗ Междуречье – Месопотами – историйӗ ҫине таянать. Вӗсем Хазар (Каспи) тинӗсӗ хӗрринче пурӑнни паллӑ.

Мĕн вăл Сувар?

Ҫак ыйтӑва кашни ҫур ҫуллӑх пуҫламӑшӗнче пирӗн ҫӗнӗ вулакансем параҫҫӗ.

Сӑвар (вырӑсла - Сувар) текен хула хальхи Спас тата Элкел районӗсен чиккинче, Кузнечиха ял тӗлӗнче Пӑлхар патшалӑхӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ. Тата ӗлӗкрех сӑвар йӑхӗсем хальхи Дагестан территорийӗнче пурӑннӑ. VII ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче сӑварсен ытларах пайӗ Вӑтам Атӑл ҫӗрӗ ҫине куҫать, вӗсем пӑлхар йӑхӗсемпе юнашар, Утка тата Кӗҫӗн Ҫарӑмсан юханшывӗсен тӑрӑхӗнче тулӑх ҫӗрсене йышӑнаҫҫӗ.

Мĕншĕн чăваш, сувар мар?

Чӑвашсен несӗлӗсемпе ҫыхӑннӑ кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пӗрлешнӗ тӑватӑ йӑхра вӑйлисем иккӗшӗ пулнине ӑнлантӑм: пӑлхарсем (булгарсем, кочевниксем) тата суварсем («шыв ҫыннисем», кочевниксем мар).

Кивĕ Саврăш

Саврӑш ҫырми хӗррине хӑҫан ҫынсем килсе вырнаҫма пуҫланӑ? Мӗнрен пуҫланать тӑван ял историйӗ? Мӗншӗн Кивӗ Саврӑш тесе ят панӑ? Мана кӑсӑклантаракан ыйтусем ҫине П. Е. Пильщиков, Н. Я. Пильщиков, Д. В. Захаров, А. Г. Кузьмин хуравларӗҫ. Вӗсене итленӗ хыҫҫӑн эпӗ хӑш-пӗр ӑнлантарусемпе килӗшесшӗн пулмарӑм. Хам шухӑша ҫырса пӗлтерем.

Ваттисен сăмахĕсем

medium_vattisyen_sahmakhehsyem_2007.jpgНумай томпа тухакан «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмри «Ваттисен сӑмахӗсем» кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упранакан ал ҫырусемпе пичетленнӗ ӗҫсем тата автор 2001—2007 ҫҫ. халӑхран пухнӑ текстсем тӑрӑх хатӗрленӗ. Ваттисен сӑмахӗсенче чӑваш тӗнче ҫине хӑйне евӗрлӗ пӑхни, хӑйне уйрӑмрах тыткалани, унӑн ытла палӑртман туйӑмӗ-сисӗмӗ, вӑлтавлӑ та перекетлӗ шухӑшлавӗ уйрӑмах уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Ваттисен сӑмахӗсен пуххи чӑваш тӗнчин йӗркине ӑнланма, ӗлӗк-авал пурнӑҫ мӗнле пулнине тата малашлӑха курма пулӑшать, хамӑра виҫеллӗ тытма вӗрентет.

Йăла-йĕрке — культура аталанăвĕн никĕсĕ

Халӑхӑн ӑс-хакӑлӗн аталанӑвӗ хӑвна ҫав халӑхӑн пӗр пайӗ пулнине туйса илнинчен килет. Хӑвӑнра чӑвашлӑха туймастӑн пулсан унӑн культурине нихӑҫан та туяймӑн.

Пилсемпе кĕлĕсем

medium_pilsyempye_kehlehsyem.jpgХалӑх ӑс-хакӑлӗн чи авалхи пурлӑхӗ — ӑрӑмлӑ сӑмахлӑхӗ — ку кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленсе тухать. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларакан 50 томлӑ ярӑма кӗрет, «Мифсем, легендӑсем, халапсем» (2004) ятлӑ пӗрремӗш томпа тачӑ ҫыхӑнса тӑрать.
Кӗнеке чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе, историйӗпе, философийӗпе, тӗнӗпе, сӑмахлӑхӗпе кӑсӑкланакан кирек хӑш вулакана та кирлӗ.

Кĕлĕ. Йăлăнупа ÿкĕнÿ юррисем

Кибеч А. И. Кӗлӗ. Йӑлӑнупа ӳкӗнӳ юррисем. — Шупашкар, 2004. — 88 с.XXI ӗмӗрте глобализаци туртӑмӗ вӑйланнӑҫемӗн йышлах мар халӑхсен шӑпи пушшех йывӑрланса пырать. Ыттисемпе хутӑшса кайса пачах ҫухалас хӑрушлӑх та куҫкӗретех, уйрӑмах чӑвашсемшӗн.
Шел пулин те пирӗн пурнӑҫ хамӑрӑн шухӑшлава пӑхӑнса майлашӑнса пыраймарӗ. Хусан ханстви вӑхӑтӗнче тутар йӗрки алхасрӗ, Раҫҫейпе пӗрлешсен — вырӑс еннелли туртӑм вӑй илчӗ, коммунизм тапхӑрӗнче Маркспа Ленин вӗрентӗвӗ пуҫ пулса тӑчӗ. Пирте ытларах ыттисен ӑсӗ хуҫаланчӗ. Чӑваш шухӑшлавӗ хӑйне упранса юлма пулӑшакан пурнӑҫ йӗркипе ӗненӗве ҫирӗплетеймерӗ. Ҫавӑнпа та паян хамӑр Туррӑмӑра шанса ырӑпа асӑнни пӗртте ытлашши мар. Атьӑр-ха ҫакна йӑлӑнупа ӳкӗнӳ юрринчен пуҫлар.

Pages

Subscribe to Сувары RSS