Персона: Тутимӗр Сувар паян утмӑл тултарнӑ

Паян Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ скульпторсенчен пӗри Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна чылайӑшӗ пысӑк монументсен авторӗ пулнипе пӗлет-тӗр. Портретсен галерейи те унӑн пуян. Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Амӑш палӑкӗн авторӗ те — Владимир Нагорновах. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑскере хӑшӗсем халӗ Шупашкарӑн элемӗ кӑна мар, Чӑваш Енӗн те тесе хаклаҫҫӗ.

Виталий Станьял: "Чăваш чӗлхи те тимӗр татӗ..." (УҪĂ ҪЫРУ)

Чӑваш ҫыннисене, ял мухтарӗсене, ЧНК, ЧТП, хӗрарӑмсен, пенсионерсен, ҫамрӑксен тата ытти пӗрлешӳсен районсенчи пайташӗсене, Патшалӑхӑн республикӑри тата вырӑнти ертӳҫисене, Вӗрентӳ шаралӑхне, шкул директорӗсене янӑ ҪЫРУ.

Авалхи Тунти пасарĕ

Иртнӗ ҫулхи чỹк уйӑхӗнче 86 ҫула кайса ҫӗре кӗчӗ Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова. Пур енлӗ аталаннӑ вӗрентекен пулнӑ Антонина Герасимовна. Хӑй ӗмӗрне шкулта ӗҫлесе ирттернӗ хӗрарӑм пушӑ вӑхӑтне (тӗрӗссипе, пулнах-ши вӑл унӑн) пӗр самантлӑха та ахаль ҫӗре яман: ҫырнӑ, тӗпченӗ, фольклор материалӗ пухнӑ, яланах ҫынсем хушшинче пулнӑ...

Шырасан тупӑнать

Чӑвашла тухакан чи лайӑх хаҫатсенчен пӗринче, кӑҫалхи «Суварӑн» 6-мёш номерёнче Константин Малышев хӑйӗн хай лавёнче: "Чӑваш" сӑмах ӑҫтан пулса кайнине нумай паллӑӑсчах, историк, таврапӗлӳҫё пуҫне ватать, - тет. - Аҫтан? Мӗнле майпа? Мӗнле кӑна верси шутласа кӑлармаҫҫё пулё, хӑш чухне кулас килет. Ҫиелтен ҫырнӑ тата компилятивлӑ (урӑх кӗнекерен ҫырса илнё) материал та нумай тёл пулать..."

Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

Нумаях пулмасть районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцине таврапӗлỹҫӗ, фотоӑстаҫӑ, республикӑри «Сувар» тата историпе культура тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фонд кӑларакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев кӗнекисен редколлеги членӗ Ю. А. Львов кӗчӗ. Юрий Анатольевич хӑйӗн амӑшӗ, паллӑ таврапӗлỹҫӗ, Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче ҫырса хӑварнӑ пӗр ӗҫне сӗтел ҫине кӑларса хучӗ.

Владимир Алмантай: «Хамăр халăх кун-çулĕн çуррине те пĕлместпĕр»

Владимир АлмантайВулаканӑмӑрсене паян паллаштарас текен ҫын ҫинчен йӑхташӑмӑрсенчен чылайӑшӗ илтнӗ ҫеҫ мар, ӑна лайӑх пӗлет те. Вӑл - Владимир Иванов /Алмантай/, «Сувар» общество организацийӗн ертӳҫи, сувары.рф сайт йӗркелӳҫи. Вӑл пуҫарнипе 2007-2008 ҫулсенче сӑвар-пӑлхар-чӑваш халӑхӗн X-XIII ӗмӗрсенчи пурлӑх культурине, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен, Тутарстан тата Чулхула облаҫӗн территорийӗсенчи XIV-XVIII ӗмӗрсенчи вилтӑпри палӑкӗсене тӗпчес тӗлӗшпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе, Тутарстанри Пӑлхар хулинчи историпе архитектура музей-заповедникӗпе пӗрле ӑслӑлӑх экспедицийӗсем ирттернӗ. Аллӑ ҫул каялла - 1966 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче - Елчӗк районӗнчи Хӗрлӗҫырта кун ҫути курнӑ. Ҫӗнӗ Пӑва вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1984-1986 ҫулсенче Совет ҫарӗнче службӑра тӑнӑ, ун хыҫҫӑн Хусан патшалӑх педагогика институтӗнче "географи" специальноҫпа пӗлӳ илнӗ. Иртнӗ ҫул Славян культурин патшалӑх академине /Мускав/пӗтернӗ. Специальноҫӗ - "культурӑн теорийӗпе историйӗ" /культурологи/. Владимир Иванова хӑйӗн шӑпине тӑван халӑх культурипе, йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарма мӗн хистенӗ-ши?

Суха тăватăп эп, сувар

Суха тӑватӑп эп, сувар
Хӗрӳ хӗвел хире тухма васкатрӗ.
Тӗрен ҫине ӳкет тӑварлӑ тар.
Ҫил варкӑш-варкӑш вӗрчӗ, пӑшалтатрӗ:
«Ӗшентӗн пуль, канса илсем, сувар».

Лăпкă çывăрăр, Антонина Герасимовна!

Питех те шел, упраймарӑмӑр эпир ватлӑх ҫулӗсенче те ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ, яланах тараватлӑ та чӗрӗ шухӑш палӑртнӑ чӑн чӑваш хӗрарӑмне, халӑх академикне Антонина Герасимовна Львована. Ҫак кунсенче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑранпа 40 кун ҫитет. Халӗ пӗрле пухӑнса вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пурнӑҫланӑ чыслӑ ӗҫсене тишкерме шӑпах вӑхӑт.

Эпир – суварсем

Юханшыв юхӑмӗнче –
ӗмӗрсен ташши.
Ташшинче ик ташӑҫ пур –
Тӑнӑҫпа хӗн-хур.

В. В. Васильев, 1921, Енĕшкасси

Эпӗ 1921 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Енӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан пире, 5 ҫынна, Красноармейски ҫар комиссариачӗ урлӑ Шупашкара ӑсатрӗҫ. Вӗсен йышӗнче Т. Бардасов (Янмурҫин), С. Андреев (Арҫунакасси) пурччӗ. Республикӑн тӗп хулинче, пире, вӑтам пӗлӳ илнисене, полк шкулне хӑварчӗҫ. Тимофей Григорьевичпа эпир ӑна вӗренсе пӗтертӗмӗр те пире Брянск вӑрманне, пӗр дивизие ӑсатрӗҫ. Пирӗн дивизире хамӑра нимӗҫ чӗлхипе вӗрентнӗ А. Яковлев (Алманч) куҫаруҫӑ пулса ӗҫлерӗ. Эпир пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаттӑмӑр. Манӑн телефонпа ҫыхӑну панӑ ҫӗрте ӗҫлеме тиврӗ. Ҫакӑнта виҫӗ хутчен аманмалла пулчӗ.

Pages

Subscribe to Сувары RSS