Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йери-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, — ан парăн! Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕсенче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!
Несĕлсен пехилĕ


Чӑваш кӗнеке издательствинче "Чӑваш Республикин археологин картти" кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.
Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен мухтавлӑ ентешне асра тытаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей халӑх артисчӗн, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Филипп Лукин (1913—1994) композиторӑн Асӑну каҫне вырӑнти тавра пӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе журналистсем, ветерансем, Филипп Миронович тӑванӗсем йышлӑн пухӑнчӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарта Василий Васильевич Николаев историк ученӑйӑн палӑкӗ умне — вӑл ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалласа — чечексем хунӑ.