Этнограф, историк, педагог...

Кузьма Васильевич Элле

Кузьма Васильевич Элле этнограф, историк, педагог, истори наукисен кандидачӗ. 1896 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑвайри икӗ класлӑ училищӗпе Хусанти учительсен семинарийӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, чехословаксемпе ҫапӑҫнӑ. Кайран Хусан хулинче службӑна малалла тӑснӑ. Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухсан 1922—1924 ҫулсенче Канаш станцийӗнче икӗ сыпӑклӑ шкула ертсе пынӑ. Комсомольски ялӗнче хресчен ҫамрӑкӗсен шкулне йӗркеленӗ, Чӑваш тӑрӑхне тӗпчекен пӗрлӗхӗн хастар членӗ пулса тӑнӑ.

ЧĂВАШ-СĂВАР ТĔНЧИ

Ар ывӑлсем! ура ҫине тӑрӑр!
Н. И. Ашмарин

Чӑваш хӑйне-хӑй Ар ҫын тет, мӑшӑрне Арӑм тет. Мӗнпур халӑха сӑваплӑ ар, кӗскен, Сӑвар тет. Ҫак ятпа пирӗн халӑх историре темиҫе цивилизацин никӗсне тума хутшӑннӑ. Юлашки вӑхӑтра, ытти-хытти ытахаль этем шутласа кӑларнӑ тӗн сӗмӗсемпе арпашса пурӑнма тытӑнсан вӑл чӑваш ятпа пурӑнма пуҫланӑ.

Хам хамах е çын мĕлки?

Ҫав шӗл кӑвар — чӑваш сӑмахӗ,
Чечен чӗлхи — чӑваш чӗлхи.
Вӑл упрансассӑн — хам хамах эп,
Упранмасан — эп ҫын мӗлки...
П. Хусанкай.

Пур предмета та чăвашла

Ҫарӑмсан районӗнчи Йӑвашкел шкулӗ 1980 ҫулта хута кайнӑранпа кал-кал ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтранпа шкулта тӗп юсав пулман. Апла пулин те шкул администрацийӗ кашни ҫулах пӗчӗк-пӗчӗк юсавсем ирттерет, ҫавӑнпах шкул ҫурчӗ тирпейлӗн, хӑтлӑн курӑнать. ТР Президенчӗн программипе пуҫарнӑ шкулсенчи тӗп юсав 2013 ҫулта Йӑвашкелне те ҫитмелле. Шкул директорӗ ӑна тума документсем те хатӗррине, район пуҫлӑхӗ те килӗшсе алӑ пуснине хавасланса каласа пачӗ. Ҫак вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ҫӗрелле, май уйӑхӗнче, юсава пуҫӑнасшӑн.

Тăван чĕлхене сăвапласа: сăвăсем

Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем
Парсам пӑлхавлӑ чунӑма.
Пӗр чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем,
Пар ирӗк – ҫутӑрах ҫунма.
Ӗшеннисемшӗн ҫул ҫинче
Эс – шанчӑк ҫӑлтӑрӗ ялан.
Тискер тӑманлӑ каҫсенче
Йыхравлӑ чан пек янӑран.
Ҫунат паратӑн ҫамрӑка,
Ватта чун канӑҫӗ кӳрен.
Сӳнсе кӗлленнӗ кӑмрӑка
Вуткайӑк сывлашӗ кӗртен.
Хыпса ҫунан ҫӗршывӑма,
Чӗлхем, сипетлӗ ҫумӑр яр.
Хӗвел хӗм патӑр сывлӑма
Мала та пӗр тумлам сыптар.

Пуян пирĕн чĕлхе

Пухусенче, конференцисенче тухса калаҫакан делегатсенчен ытларахӑшӗ чӑвашсен шучӗ чакса пыни пирки пӑшӑрханать. Чӑнахах та чӑвашсем 100 пин ытларах пурӑнакан хутлӑхсене илер-ха. Чӑвашсен шучӗ чи нумай чакни — Самар облаҫӗ. 1989—2002 ҫулсенче унта 117900 ытларах чӑвашран 101400-е яхӑн ҫеҫ юлнӑ. Ҫапла вара ҫак вӑхӑтра 16500 ҫын чакнӑ. Ку вӑл 14,5 процентпа танлашать. Ӑҫта кайнӑ вӗсем? Паллах, пурте вилсе пӗтмен, вырӑсланнӑ, хӑйсене вырӑс тесе ҫыртарнӑ.

ЭПИР СУВАРСЕМ

Хисеплӗ чӑваш ҫынни, эсӗ тӑван чӗлхепе калаҫма манман-и?

Чӑваш чӗлхи — авалхи сувар-пулкар халӑхӗн чӗлхи.

Пирӗн йӑх тымарӗсем сувар-пулкар халӑхӗнчен пуҫланаҫҫӗ. Хамӑра «ЭПИР СУВАРСЕМ» тени ҫапла тӗрӗсрех те темелле. Апла хамӑра СУВАР тесе калама юратех.

Атте-анне пиллевне чунра тытса СУВАР пулнишен пирӗн мухтанас!
 

Ят пĕлтерĕшĕ пысăк

Хальхи вӑхӑтра тин ҫуралнӑ ачана ят парасси питӗ ансат. Елӗк вара, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, тӗрлӗ йӗркене пӑхӑннӑ. Ку йӑла пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартсамӑр.

Ырă тата усал чунсем

Асанне асаттене аса илсен «ийе чӑмламан пулсан татах пурӑнатчӗ» тетчӗ. Мӗн пирки каланӑ-ши вӑл?

Ял тăрăхĕн — герб та, ялав та

Ярославка ял тӑрӑхӗн элемӗсене туса хатӗрлес туртӑм Ҫӗмӗртлӗх Чемейре ҫуралса ӳснӗ, 17-мӗш Турай суйлав округӗпе Муркаш районӗн депутатне суйланнӑ Юрий Романова тахҫантанпах канӑҫсӑрлантарнӑ. Ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшакан Юрий Евтихиевич ялавпа герб эскизне хатӗрлессине, ҫирӗплетессине пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ. Чылай вариант хатӗрленӗ, кашнине тӗплӗ тишкернӗ хыҫҫӑн пулӑхлӑ ҫак тӑрӑхра пурӑнакан халӑхӑн ӗҫченлӗхне, паттӑрлӑхпа хӑюлӑхне сӑнарлакан элемсене суйласа илнӗ.

Pages

Subscribe to Сувары RSS