Тĕрлĕ самантра каламалли çаврăмсем

Эй Турӑҫӑм! Ҫул кӑтартса пыр, ертсе пыр мана, упра мана, йӑлтӑр ҫутӑ пар та сӳнми пайӑркаллӑ ҫӑлтӑр ту манран. Эсӗ хӑватлӑ та вӑйлӑ, эсӗ ырӑ та сӑваплӑ. Мана хӑвӑн сӑвапна кӑтарт. Вӑй-хӑват пар, ура ҫине тӑрса малалла утма ҫӑмӑллӑх ыйтатӑп.

Пĕтес марччĕ

Юлашки ҫулсенче чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн кулянма пуҫларӑм. 1956 ҫулта пирӗн халӑх шучӗ 2 миллиона ҫитме пуҫланӑччӗ. Ун чухне 97 проценчӗ чӑваш чӗлхине тӑван чӗлхе тесе палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш йышӗ хӑвӑрт чакма пуҫларӗ. Кун пек пулсан 21-мӗш ӗмӗр вӗҫнелле йӑлтах пӗтетпӗр. Халӑхӑн тӗп палли — чӗлхе. Вӑл пулмасан халӑх та пӗтет. Пӗр тӗслӗх илсе кӑтартатӑп. Эпӗ институт пӗтернӗ хыҫҫӑн Мордвара 9 ҫул ӗҫлерӗм. Манӑн мӑшӑр чӑваш мар. 1972 ҫулта эпир Чӑваш Ене куҫса килтӗмӗр. Икӗ ачаччӗ — 4 тата 7 ҫулта. Чӑвашра тепӗр ача ҫуралчӗ. Аслисем чӑвашла пӗлмен. Вӗсем вырӑнти ачасен хушшинче 4—5 уйӑхрах чӑвашла лайӑх калаҫма пуҫларӗҫ. Кӗҫӗнни садике ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗренчӗ. Виҫҫӗшӗ те чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илчӗҫ, чӑвашла ҫырма, вулама, калаҫма пултараҫҫӗ. Отличниксемччӗ.

Çырма çăмăл...

Мана пӗр япала ҫав тери тӗлӗнтерет. Кам кӑна кулянмасть чӑваш чӗлхи пӗтсе пынипе! Ун пек тумалла, кун пек тумалла тесе вӗрентеҫҫӗ, патшалӑха ӳпкелешеҫҫӗ. Хӑйсем вара чӗлхе сыхланса юлтӑр тесе мӗн туни ҫинчен пӗри те ҫырмаҫҫӗ. Камӑн ӗҫлемелле вӑл упрантӑр тесен, учительсен кӑна-им? Никам та нимӗн те тумасть тесе ҫырма ҫӑмӑл, ӗҫне ӗҫлеме яланах йывӑр пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, манӑн ку ӗҫре хӑй мӗн те пулин тунӑ ҫынна кӑна шанас килет. Чӗлхе вӑл калаҫура аталанать. Ҫынпа калаҫмасӑр чӗлхене аталантараймастӑн.

Малтан хăвăрăнне вĕрентĕр!

Чӑваш пӗрлешӗвӗсен пухӑвӗсенче, конференцийӗсенче тухса калаҫакансен, чӑвашлӑхшӑн чунтан тӑрӑшнӑ пек кӑтартакансенех, хулара е район центрӗнче пурӑнакансен ачисем вырӑс пулса ӳсеҫҫӗ. Вӗсемех чӑвашсен шучӗ сахалланса пынишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха хӑйсен ачисемпе вырӑсла калаҫаҫҫӗ, тӑван чӗлхерен пистереҫҫӗ? Кам кӑкӑр шаккаса мухтанма пултарать хулара е райцентрта пурӑнса ачине чӑвашла вӗрентетӗп тесе? Мӗншӗн сассӑрсем илтӗнмеҫҫӗ? Манӑн ачасем, кӗҫӗннисем 1-мӗш класранах Сызраньте вӗренме тытӑнчӗҫ пулин те, эпӗ вӗсемпе яланах чӑвашла калаҫнӑ. Вӗсем пурте чӑн чӑвашсем пулса ӳсрӗҫ.

Чăваш халăх капăр тумĕ... Çухалмĕ-ши яланлăхах?

Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗн 400 ҫулхи юбилейне кайсан шкул музейӗпе паллашрӑмӑр. Вун-вун, ҫӗр-ҫӗр экспонат хушшинче чӑваш хӗрарӑмӗн капӑр тумӗ тӳрех куҫа илӗртрӗ. «Асанненни пекех», — ҫакӑн пек шухӑш вӗҫсе иртрӗ пуҫра. Тухья та, чӑваш тӗррисемпе эрешлесе илемлетнӗ кӗпете пулнӑ унӑн. Пире вара, вӗтӗр-шакӑра, тухьяпа выляма темшӗн чарман. Ӑна тӑхӑннӑ ҫеҫ мар, ун ҫинчи шӑрҫа ярӑмӗсене каса-каса та илеттӗмӗр айванккасем.

Мăкшăм палăкĕсем

Мӑкшӑм ушкӑнне тӗрлӗ вӑхӑтри археологин 30 палӑкӗ кӗрет. Ҫак шутра — мезолитӑн сакӑр, неолитӑн вунӑ, энолитӑн пӗр вырӑнӗ, вутчуль хӗҫ-пӑшалӗсене тата вӑтам ӗмӗрсенчи керамикӑна тупнӑ вырӑнсем икшер. Ҫиччӗшӗнне вӑхӑчӗсене тӗрӗс палӑртайман. Вӑл Атӑл леш енче Шупашкартан ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнче, ГЭС тунӑ май шыв айне юлнӑ хӑйӑрлӑ утравсем ҫинче тата Атӑлӑн сулахай ҫыранӗн террассинче вырнаҫнӑ. Палӑксен пысӑк пайӗ шывра вӑйлӑ сиенленнӗ, арканнӑ. Шыв управӗ хута кайиччен ку тӑрӑхра пулнӑ Мӑкшӑм поселокӗн ятне панӑ. 1991 ҫулта А. Соколов неолитӑн пӗр вырӑнне тӗпченӗ. 1999 ҫултанпа ыттисене тӗпчеҫҫӗ.

Ака пăтти

Ака пӑтти — ҫур аки вӗҫленнӗ ятпа ирттерекен йӑла-йӗрке. Пӗтӗм ҫемьепе хирте паллӑ тунӑ. Тулӑ е вир ҫӑнӑхӗнчен ҫӑкӑр е пашалу, пӑтӑ, кашнин валли пӗрер ҫӑмарта пӗҫернӗ. Маларах пӗчӗк пӗр ҫӑмарта хатӗрленӗ. Ӑна «вӑрлӑхлӑх» тенӗ, ачасене «автан тунӑскер» тесе ӑнлантарнӑ.

«Симĕс ылтăн»

Чӑваш хӑмлин ячӗ-сумӗ ҫӗр-шывра анлӑ сарӑлнӑ ҫулсем хыҫа юлчӗҫ ӗнтӗ. Хӑмла отраслӗн аталанӑвӗн юхӑмӗ пирки юлашки вӑхӑтра калаҫсах та каймаҫҫӗ. Пирӗншӗн, ҫамрӑк ӑрушӑн, ҫапах та интереслӗ...

Авалхи карттă

Пӗр тӑван Пициганосен картти ҫинче Шупашкар пур-и?

Йĕрĕх Çырмин уявĕ

Тӳре-шарасенчен уявра Сӗнтервӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю. Ф. Моисеев, Сӗнтӗрвӑрри районӗн социаллӑ аталанупа культура пай начальникӗн ӗҫне пурнӑҫлакан Л. А. Шалахманова, Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С. Г. Григорьев сӑмах тухса каларӗҫ.

Pages

Subscribe to Сувары RSS